«Савнă Шупашкар» курав ĕçлет
Портрет, натюрморт, скульптура, графика. Ӳнер хайлавĕсем пĕринчен тепри ытларах куçа илĕртеççĕ. Шупашкар хула çуралнă кунне тата мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа чăваш ӳнерçисен пĕрлешĕвĕ тĕп хулари хальхи ӳнер центрĕнче «Савнă Шупашкар» курав йĕркелерĕ. Унта 30 авторăн 100 ытла ĕçне курма май пур.
Праски Витти, Владимир Агеев, Николай Енилин, Владимир Шведов, Петр Пупин, Владислав Зотиков – çак пултаруллă ӳнерçĕсене пĕлмен çын та çук. Экспозицире Чăваш халăхĕн тата тава тивĕçлĕ ӳнерçисен ĕçĕсене вырнаçтарнă. Художниксем ĕçтешĕсене хавхалантарма кӳршĕ регионсенчен те килсе çитнĕ.
ВИКТОР АВАНМАРТ: «Эпĕ ку курава ятарласа хамăн ĕçсене илсе килтĕм. Чĕмпĕртен тепĕр халăх ăсти Елена Уресметова ĕçĕсене илсе килнĕ. Унăн ĕçĕсем кунта самай вырăн йышăнаççĕ. Вăл чăваш костюмĕсем, пуканесем те, тăмран ăсталанă ĕçсем. Çапла Чĕмпĕртен килнĕ икĕ художник кунта хутшăнаççĕ, «Савнă Шупашкар» курава».
Кунта кашни автор валли ҫителӗклӗ вырӑн уйӑрнӑ. Ҫапла майпа куракансем вӑл е ку художникӑн пултарулӑхне туллин хаклама пултараҫҫӗ. Кашниех хӑйне валли мӗн те пулин кӑсӑкли тупӗ.
НАТАЛЬЯ СОЛОВЬЕВА: «Паллă ӳнерçĕсемпе пĕрле тата халь тин ĕçлеме пуçлакан ӳнерçĕсем те пур кунта. Вĕсем малаллах ĕнтĕ талпăнаççĕ. Хутшăнса хăйсене валли опыт та илеççĕ. Кунта чылай сумлă çынсен портречĕсем те пур. Вĕсене халалланă ĕçсем те пур».
Шупашкара халалланă картинăсем те сахал мар. Сăмахран, Атăл хĕрне, урамĕсене, хула çыннисене сăнланă. Картинăсемпе пĕрлех кунта чăваш кун çулне сăнлакан кӳлепесем те пур. Курав юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçлет