Новости по-русски

«Кĕр парни» иртет

Çулсерен республикăри хуласенче ял хуçалăх апат-çимĕçне сутас тĕллевпе «Кĕр парни» ярмăркка иртет. Чăваш Ен тĕп хулинче кăçал вăл авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçăлать. Çакă хулара пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтерме, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине тупăшлă вырнаçтарма май парать.

Ярмăркка Шупашкарта 4 лапамра иртет: «Шупашкар» универмаг умĕнче, Мускав проспектĕнчи «Çурçĕр», Николаев урамĕнчи пасарсенче тата Эльгер урамĕнчи фермерсен суту-илӳ речĕсенче. Унта пулă, сĕт-çу, пыл, çăнăх, кĕрпе, аш-какай, пахча-çимĕç, çырла туянас кăмăллисене кĕтеççĕ. Тивĕçлĕ канурисене, тĕрлĕ çăмăллăха тивĕçекен категорие кĕрекен çынсене тавара килĕсене çитиччен тӳлевсĕр кӳрсе параççĕ. Вĕсене волонтерсем пулăшĕç. «Кĕр парни» ярмăкка юпа уйăхĕн 9-мĕшĕччен ĕçлĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Çĕнĕ Шупашкарта тăватă площадкăра, Канашра пĕр площадкăра, Улатăрта пиллĕк вырăнта тата Çĕмĕрлере пĕр вырăнта. Унсăр пуçне кашни район центрĕсенче çакăн пек ярмăрккăсем иртмелле. Эпир район ертӳçисене кашни районта, хулара фермер хуçалăхĕсем валли условисем туса пама ыйтса каланăччĕ. Урайне хурса, çĕр çине хурса сутмалла мар. Унсăр пуçне машина çинчен те сутма юрать. Кунта тепре палăртса хăварас килет – пахалăхлă продукци пулмалла, тата таварсем лавккарисенчен 20-30 процент йӳнĕрех пулмалла». 

Читайте на 123ru.net