Новости по-русски

Асăну хăмине уçрĕç

Асăну хăмине уçрĕç

Шахматла выляссипе Чăваш Енрен тухнă РСФСРăн пĕрремĕш чемпионĕ, тĕнче мастерĕ, Шупашкарти шахмат клубне никĕслекенĕ. Сăмах Владимир Сергиевский пирки пырать. Ăна халалласа Чăваш Ен тĕп хулинчи «Спартак» спорткомплекс çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарчĕç. Владимир Сергиевский Свердлов облаçĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухнех çемйипе Чăваш Ене куçса килнĕ. Шахмат тĕнчипе Володя Шупашкарти Пионерсен керменĕнче паллашнă. 19 çулта вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Чăваш Енри чи вăйлă шахматист ята тивĕç

Шахматла выляссипе Чăваш Енрен тухнă РСФСРăн пĕрремĕш чемпионĕ, тĕнче мастерĕ, Шупашкарти шахмат клубне никĕслекенĕ. Сăмах Владимир Сергиевский пирки пырать. Ăна халалласа Чăваш Ен тĕп хулинчи «Спартак» спорткомплекс çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Владимир Сергиевский Свердлов облаçĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухнех çемйипе Чăваш Ене куçса килнĕ. Шахмат тĕнчипе Володя Шупашкарти Пионерсен керменĕнче паллашнă. 19 çулта вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Чăваш Енри чи вăйлă шахматист ята тивĕçнĕ. Тепĕр тăватă çултан Владимир Сергиевский СССР спорт мастерĕ пулса тăнă. 30 çулта вăл РСФСР чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Пысăк çитĕнӳшĕн ăна Сочире иртекен «Чигорин мемориалĕ» турнина йыхравланă. Кунта вăл тĕнче мастерĕ ята тивĕçнĕ. Ăмăртура Борис Спасскийне тата Виктор Корчнойне парăнтарнă. Асăну хăмине уçма пухăннисем Владимир Сергиевскийа ырă сăмахсемпе аса илчĕç.

«Чăваш Республикинчи шахмат шкулне пуçарса яракансенчен пĕри. Унăн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăвармалла», – терĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. 16 хут тĕнче чемпионĕ пулнă Анатолий Карпов вăл вăхăтра тĕнче мастерĕ ята илме питĕ йывăр пулнине палăртрĕ. «Çапах та Владимир Дмитриевич йывăрлăхсенчен хăраман. 1970-мĕш çулта эпĕ те унпа пĕр парти вылянă. Вăл кăсăклă та чи аван вăйăсен шутне кĕнĕ», – палăртрĕ СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче гроссмейстерĕ. Митинга хутшăннисем паллă ентеше пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Унтан Владимир Сергиевскийе халалласа шахмат ăмăртăвĕ ирттерчĕç

Читайте на 123ru.net