Новости по-русски

Шахмăт ăстисемпе пресс-конференци иртрĕ

Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсем мĕнле иртеççĕ? Яваплă ăмăртăва мĕнле хатĕрленнĕ? Малашлăхра çакнашкал чемпионатсем регионта пулĕç-и? Çак тата ытти ыйтăва суперфиналсем пуçланнине халалласа йĕркеленĕ пресс-конференцире сӳтсе яврĕç.

Тахçан авал йĕркеленсе кайнă ăс-тăн вăййи хăйĕн кăсăклăхне паянхи кун та çухатмасть. Шахматла вылякансен çеç мар, вĕсене сăнакансен йышĕ те çулсеренех нумайланать. Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсем вара çак вăйăн пахалăхне тата та ӳстерме май параççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе йĕркеленĕ конференцире чылай ыйтăва уçăмлатрĕç. Вĕсенчен пĕри хатĕрленӳ тапхăрĕпе çыхăннă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков ыйтăва уçăмлатнă май çулталăк тăрăшшĕпех Чăваш Ен шахмат регионĕ ята тытса пыма ăнтăлни çинчен каларĕ. Шкулсенче шахмата аталантарас енĕпе ĕçлĕç. Çавăн пекех вăл Шупашкарта тĕнчен шахмат кăшăлне çĕнсе илессишĕн Раççей тата Китай спортсменĕсемпе матч йĕркелес сĕнӳпе те тухрĕ. Европа чемпионĕ, Раççей шахматисчĕ Евгений Томашевский вара суперфиналсене çӳллĕ шайра йĕркеленине асăнчĕ.

«Кунта ăмăрутпа çыхăннă кашни вак-тĕвеке пысăк тимлĕх уйăрнă, пирĕн, хутшăнакансен, тивĕçлĕ шайра тупăшмалли çеç юлать», – палăртрĕ вăл. Тивĕçлĕ вăйăсем те, кăсăклă самантсемпе çитĕнӳсем те – пĕтĕмпех пулĕç. Шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленĕç 

Читайте на 123ru.net