Карап тапхăрĕ вĕçленчĕ
Шупашкартан – Хусана, Чулхулана, Сĕвене. Кăçал «Валдай» карапсем 475 рейс пурнăçланă. Вĕсемпе 19 000 яхăн çынна турттарнă. Кун пирки Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов тунтикунсерен иртекен ларура пĕлтерчĕ.
Атăл тăрăх «Валдай» карапсем çӳреме чарăнчĕç. 2022-мĕш çулта юлашки рейс авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусана пулнă. Пĕрремĕш рейс вара çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче çула тухнă. Ку вăхăтра икĕ тĕп хула хушшинче 425 рейс пурнăçланă. Маршрутпа 17 пине яхăн çын усă курнă. «Валдайсем» Атăл тăрăх Хусана кăна мар, Чулхулана, Сĕвене, Юрино поселокне тата Козьмодемьянска çӳрерĕç.
Сăмахран, Сĕве хулине çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчен караппа çитме май пулчĕ. Вăл вырсариникунсерен çӳрерĕ. Ку маршрутпа 1 200 ытла çын усă курнă. Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнччен шыв айĕнче çунат сарса çӳрекен карап Чулхулана çула тухрĕ. Анчах та пĕтĕмпе те тăватă рейс кăна пулнă, 98 çынна турттарнă. Çынсем çуккипе карап темиçе хут та çула тухман. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх, чулхуласем ку маршрута сыхласа хăварма, тăкак укçине саплаштарма хатĕр. Ку ыйтăва çак эрнере Чулхула облаçĕн транспорт министрĕпе сӳтсе явăпăр, терĕ Владимир Осипов министр. Палăртмалла, тăкаксене саплаштарма республика хыснинче 27 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Çитес çул Чăваш Ен ытти регионпа та юханшыв çыхăнăвне йĕркелеме палăртать