Хула аталанать, вăй илет
Çĕмĕрле хули 106 çул тултарчĕ. Ăна 1916-мĕш çулта «Мускав-Хусан» чукун çул тунă чухне никĕсленĕ. Малтан вăл Çĕмĕрле станцийĕ пулнă. 1930-мĕш çулта рабочисен поселокне туса хунă. Тепĕр 7 çултан вара вăл хула пулса тăнă. Тăван хула çуралнă кунне çĕмĕрлесем анлăн паллă турĕç.
Параппан сасси таврана янратать. Çĕнтерӳ скверĕ республикăри çарпа патриот клубĕсене, параппанçăсен отрячĕсене пухрĕ. Çĕмĕрлере улттăмĕш хут фестиваль-конкурс иртрĕ. Кăçал «Марш ансамблĕсен парадне» 9 районтан 19 ушкăн хутшăнчĕ. 286 ача хайăн ăсталăхне кăтартрĕ. Параппана кĕвĕпе тан çапаççĕ-и? Ушкăнра çар искусствине пĕлеççĕ-и? Хитре те кăткăс хусканусем тăваяççĕ-и? Тӳресем тупăшăва тĕрлĕ енлĕ хаклаççĕ. Фестивальте 3 номинацире çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç.
Параппанçăсен йышĕнче Патăрьел районĕнчи «Грация» ушкăн маттур пулчĕ. «Дефиле мелĕпе марш ансамблĕсем» номинацире Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкул тата Шупашкарти кадет шкулĕ 1-мĕш вырăна тухрĕç. Тавай районĕнчи ача-пăча спорт шкулĕнчи ушкăн вара çар искусствине пуринчен те чаплă кăтартса пачĕ. Çĕнтерӳçĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Скверпа юнашарах – спорт бульварĕ. Шах е мат лартма юратакансем хура-шурă кӳлепесене ăста куçараççĕ. Чăваш Республикин спилс-картти пуçлăхсене те тыткăнларĕ. 45 çеккунтра ăна пухса пĕтермелле. Пуçлăхсем пурте кар тăрса хăнăхтарăва пурнăçларĕç.
«Пĕрлĕхре – вăй. Канашласа ĕçлени тĕллев патне çитме май парать», – çапла пĕтемлетӳ туса хула кунне палла тума килнисем 2-мĕш шкула çитрĕç. Пĕлӳ çуртĕнче патриотизма аталантарас енĕпе тимлĕ тăрашаççĕ. Ик çул каялла йĕркеленнĕ шырав отрячĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Олег Алексеевич çĕмĕрлесен пултарулăхне палăртса «Сăр чикки» кĕленче кӳлепи парнелерĕ. Пĕлтĕр ку шкул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне – 200 000 тенке тивĕçнĕ. Çак укçапа çĕмĕрлесем медиа класс уçнă. Вĕренекенсем кунта тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ. Пĕчĕккисене хуçасăр йытăсен шăпи те канăçсăрлантарать. Çак çивĕч ыйтăва татса парас енĕпе вĕсен хăйсен курăмĕ. Çĕмĕрлере çитес çул хуçасăр йытăсене вăхăтлăх тытмалли пункт хута янă чухне шкул ачисен сĕнĕвĕсене те шута илмеллине палăртрĕ Олег Алексеевич.
Курса тĕлĕнмелли кунта нумай. Ачасем хăйсемех мультфильм ӳкереççĕ. Арçын ача кӳлепине хут çине хумалла, ӳкермелле, кӳлепене улăштармалла та татах ӳкермелле – çапла пулать те фильм. Олег Николаев ачасене «Чăвашмультфильм» студи Грант выляса илнине, çывăх вăхăтра чăвашла анимаци фильмĕсем кăларма пуçласси çинчен пĕлтерчĕ, ачасене нумайрах та нумайрах çĕнĕ мультфильмсем хатĕрлеме сунчĕ. 1932-мĕш çулта хута кайнă шкула кăçал тĕпрен юсанă. Çитес çул картишне тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ. Çĕмĕрле хăй те çĕнелсе улшанать: çулсене юсаççĕ, коммуналлă тытăма йĕркене кĕртеççĕ.
Пĕлтĕр Çĕмĕрле пĕчĕк хуласемпе историллĕ вырăнсене тирпей-илем кĕртес енĕпе ирттернĕ Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ, 70 миллион тенке тивĕçнĕ. Ăна хулари культурăпа кану паркне çĕнетме янă. Çитес çул çĕмĕрлесем çак ырлăхпа та киленме пултараççĕ. Хула кунĕ умĕн нумай пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă кунта.
– Сире хула кунĕ ячĕпе саламласа малалла та пурнăç çулĕпе хастаррăн утма сĕнетĕп. Çак çула, паллах, пĕрле пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕрне тултарса тата та малалла нумай ĕçсем туса пырса хамăр пурнăçа лайăхлатса пурăнса ирттерме сунатăп. Хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем – Çĕмĕрле хулине аталантарассипе тăрăшса ĕçлекенсене палăртмасар хăвармарĕç. Сергей Сапожников вара Çĕмĕрле хулин хисеплĕ çынни пулса тăчĕ