Новости по-русски

Ачасене — паха апат

Ачасене — паха апат

Республикăра паян 150 000 ытла шкул ачи вĕри апат тӳлевсĕр çиет. Кунта пуçламăш класра вĕренекен пур ача та кĕрет, çавăн пекех сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи вĕренекенсем те. Мĕн çитереççĕ-ха паян пĕлӳ çурчĕсенче?Çакăнпа сывлăх сыхлав ĕçченĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те кăсăклансах тăраççĕ. Хальхинче вĕсем Шупашкарти 31-мĕш шкулта пулчĕç. Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Купăста салачĕ, яшка, макаронпа котлет, кĕсел – ачасен кăнтăрлахи апачĕ. Ачасен паян апат тата та лайăхрах анать. Ара, хальхинче вĕсем мĕн

<p>Республикăра паян 150 000 ытла шкул ачи вĕри апат тӳлевсĕр &ccedil;иет. Кунта пу&ccedil;ламăш класра вĕренекен пур ача та кĕрет, &ccedil;авăн пекех сахал тупăшлă, нумай ачаллă &ccedil;емьесенчи вĕренекенсем те. Мĕн &ccedil;итере&ccedil;&ccedil;ĕ-ха паян пĕлӳ &ccedil;урчĕсенче?&Ccedil;акăнпа сывлăх сыхлав ĕ&ccedil;ченĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те кăсăклансах тăра&ccedil;&ccedil;ĕ. Хальхинче вĕсем Шупашкарти 31-мĕш шкулта пулчĕ&ccedil;.</p>

<p>&nbsp;Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Купăста салачĕ, яшка, макаронпа котлет, кĕсел &ndash; ачасен кăнтăрлахи апачĕ. Ачасен паян апат тата та лайăхрах анать. Ара, хальхинче вĕсем мĕн &ccedil;инине ашшĕ-амăшĕ те тутанса пăхать-&ccedil;ке. Мĕн &ccedil;итере&ccedil;&ccedil;ĕ, температура режимĕ, апатланмалли график пур е &ccedil;ук, тути еплерех &ndash; тĕрлĕ енлĕ тишкере&ccedil;&ccedil;ĕ вĕсем. Шкулти тутлăхлă апат ачасен сывлăхĕшĕн те усăллă. Ӳсекен организм валли менюна тĕрлĕ &ccedil;имĕ&ccedil; кĕртмелле. Вĕренекенсене мĕн &ccedil;итерессине кашни 12 кунран улăштарса пыра&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕ шкулсемпе ача сачĕсене апат-&ccedil;имĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терессине централизацилеме йышăннă хы&ccedil;&ccedil;ăн ирхи тата кăнтăрлахи апатсен пахалăхĕ те ӳснĕ. Паллах, вĕренекенсем валли меню хатĕрленĕ чухне ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвне те шута иле&ccedil;&ccedil;ĕ. Ку вĕренӳ &ccedil;улĕнче Шупашкарти 115 ача садĕнчи тата 55 шкулти ачасене вĕри апатпа тивĕ&ccedil;тере&ccedil;&ccedil;ĕ. 1-4-мĕш классенче пĕлӳ пухакансем тӳлевсĕрех апатлана&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;авăн пекех тата 771 ача та &ccedil;ак &ccedil;ăмăллăхпа усă курать. Вĕсем сахал тупăшлă е нумай ачаллă &ccedil;емьесенчен. Пу&ccedil;ламăш классенче вĕренекенсен ирхи апат хакĕ 25, кăнтăрлахи вара 65 тенкĕпе танлашать. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем ирхишĕн 30, кăнтăрлахишĕн 72 тенкĕ тӳле&ccedil;&ccedil;ĕ<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net