Новости по-русски

Ĕçсĕр никам та аптрамасть

Ĕçсĕр никам та аптрамасть

Чăваш Енре çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕхре тытаççĕ. Республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова санкцисем лару-тăрăва япăх еннелле улăштарманнине, ĕçсĕррисен шучĕ пĕлтĕрхи шайрах юлнине – 0,9 процентпа танлашнине каларĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ нихçанхинчен пĕчĕк шайра – 3,3 процент. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ ваканси сĕнеççĕ. Хăшне-пĕрне предприятие вăхăтлăха вырнаçма

<p>Чăваш Енре &ccedil;ынсене ĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терес ыйтăва тимлĕхре тыта&ccedil;&ccedil;ĕ. Республикăри ĕ&ccedil;лев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова санкцисем лару-тăрăва япăх еннелле улăштарманнине, ĕ&ccedil;сĕррисен шучĕ пĕлтĕрхи шайрах юлнине &ndash; 0,9 процентпа танлашнине каларĕ Правительство &ccedil;уртĕнче иртнĕ канашлура.</p>

<p>Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ĕ&ccedil;сĕрлĕх кăтартăвĕ них&ccedil;анхинчен пĕчĕк шайра &ndash; 3,3 процент. Халăха ĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терекен центрсем Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ ваканси сĕне&ccedil;&ccedil;ĕ. Хăшне-пĕрне предприятие вăхăтлăха вырна&ccedil;ма майсем туса пара&ccedil;&ccedil;ĕ. Кă&ccedil;ал 19 000 ытла &ccedil;ын &ccedil;ĕнĕ ĕ&ccedil; вырăнĕнчен шалу илме пу&ccedil;ланă. Ку центра килсе пулăшу ыйтакансен 77 проценчĕ. &Ccedil;ĕнĕ ваканси шыракансене те, ĕ&ccedil;рен хăтарасран шикленекенсене те ĕ&ccedil;пе тивĕ&ccedil;терекен центрсенче хапăлласа йышăна&ccedil;&ccedil;ĕ. Тĕрлĕ программăпа вĕрентсе &ccedil;ĕнĕ специальность алла илме пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ. 1200 &ccedil;ынна яхăн хушма пĕлӳ илнĕ. Вĕсенчен ыларахăшĕ персоналпа ĕ&ccedil;лес, ĕ&ccedil; сыхлавĕ, компьютер графики, дизайн енĕпе ăсталăха туптама кăмăл тунă. 472-шĕ халĕ &ccedil;ĕнĕ &ccedil;ĕрте тăрăшать. Предприятисем чылай вăхăта производствăна чарнă пулсан, унта вăй хуракансене те пулăшусăр хăварма&ccedil;&ccedil;ĕ. Кунсерен методика тĕлĕшĕнчен тата урăх ĕ&ccedil;е вырна&ccedil;ма майсем тупма пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ. Республикăри 235 предприяти ĕ&ccedil;сĕррисене хăйсем патне илнĕ. &Ccedil;ак хушма пулăшу мелĕпе 2262 &ccedil;ын усă курнă. Регина Кубайкина, Игорь Зверев</p>

Читайте на 123ru.net