Новости по-русски

Телейлĕ ачалăх çулталăкне хатĕрленеççĕ

Телейлĕ ачалăх çулталăкне хатĕрленеççĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тӳрĕ эфира тухĕ. Калаçу телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тавра пулĕ. Республикăра пурăнакансем çитес çул ирттермелли мероприятисен йĕркине хăйсен сĕнĕвĕсемпе пуянлатма пултарĕç. Уçă калаçура кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупма пулĕ. Тӳрĕ эфир Чăваш Ен наци телекуравĕпе 17:30 минутра пуçланĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкне анлăн ирттерес тĕллевпе республикăра халех ĕçлеме тытăннă. Театрсемпе культура заведенийĕсенче пĕчĕккисем валли чылай çĕнĕлĕх пулĕ. Ачалăх – тел

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тӳрĕ эфира тухĕ. Калаçу телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тавра пулĕ. Республикăра пурăнакансем çитес çул ирттермелли мероприятисен йĕркине хăйсен сĕнĕвĕсемпе пуянлатма пултарĕç. Уçă калаçура кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупма пулĕ. Тӳрĕ эфир Чăваш Ен наци телекуравĕпе 17:30 минутра пуçланĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкне анлăн ирттерес тĕллевпе республикăра халех ĕçлеме тытăннă. Театрсемпе культура заведенийĕсенче пĕчĕккисем валли чылай çĕнĕлĕх пулĕ.

Ачалăх – телейлĕ тĕнче. Вăл кашни шăпăрланăн асĕнче ырă пулăмсемпе юлтăр тесе Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче те тăрăшаççĕ. Проектсем пурнăçласси, студисем йĕркелесси, пĕчĕккисене кино тĕнчипе паллаштарасси. 2023-мĕш çулта мероприятисен планĕ самай анлăланĕ.

ЕЛЕНА НИКОЛАЕВА: «Театр репертуарĕнче паянхи куна 60 процент ытла ачасем валли. Унта чăвашла спектакльсем те курма пулать. Ман шутпа, телейлĕ ачалăх çулталăкĕ Раççейре иртекен ачалăх вунăçулăхĕпе питĕ лайăх çыхăнса тăрать. Апла пулсан, ку çулталăк пĕр çуллăха кăна мар».

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче театрта «Пĕр тан калаçу» проекта малалла аталантарĕç. Унпа килĕшӳллĕн пултаруллă режиссерсем ачасене хайсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарĕç. «Киношкул» проект вара шкул ачисемпе аслисем валли пулĕ. Вĕсем пĕрле спектакльсемпе кинофильмсем пăхса хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕç. Чăваш халăх йăли-йĕркисемпе, юмахĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарма вара асамлă арча май парĕ. Çĕршыв пуласлăхĕ – ачасенче. Çавăнпа та вĕсене тĕрĕс воспитани парас енĕпе театрсем те пысăк витĕм кӳреççĕ, палăртаççĕ артистсем. Юлия Адюкова, Николай Скворцов

Читайте на 123ru.net