Шыв ыйтăвĕ çивĕч
Шыв пăрăхĕсене хывнă, анчах ял çыннисен ыйтăвĕ татăлман. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Шукакассинче пурăнакансем чылай вăхăт кил-çуртра таса та паха шыв пуласса кĕтнĕ. «Халăх пуçарăвĕ» программăна хутшăнса укçа пуçтарни те вĕсене тӳрех пулăшайман. Çивĕч ыйтăва тишкерме прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.
Шукакасси ялĕ 1927-мĕш çулта йĕркеленнĕ. Çавăнтанпах унта шывпа тивĕçтерекен пĕрлĕхлĕ тытăм пулман. Çавна май кашни кил хуçинех çурт çывăхĕнче пусă чавма тивнĕ.
ЮРИЙ АБАСЬКИН: «Çăлпа проблемăсем пулнă, йывăрччĕ. Кÿршĕсем патне çӳрекеленĕ шыв патне».
Кӳршĕ – çур пурнăç теççĕ пулин те кашни кун пĕр-пĕрин патне шыв илме çӳреме май çук. Çавăнпа та ял çыннисем «Халăх пуçарăвĕ» программăпа скважина лартма шухăшланă. Урамсенче вырăн сахал пулнине кура ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Елена Лаврентьева шыв пуссине кукамăшĕнчен юлнă çĕр çинче чавтарнă. Вăл çывăх вăхăтра çĕр лаптăкĕн пĕр пайне ял администрацине тавăрса пама палăртнă иккен. Анчах та çак ĕç кĕске вăхăтра пулайман. Çавăнпа та скважина чавнă çĕр Елена Лаврентьеван харпăрлăхĕнчех пулнă. Ку вара çынсене шывпа тивĕçтерме чăрмав кӳнĕ. Çак тата ытти сăлтава тӳссе ывăннă халăх прокуратурăна çăхав çырнă. Пакунлă ĕçченсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн саккунран пăрăннă ял пуçлăхĕн ыйтăвне депутатсен пухăвне çитернĕ.
ЕЛЕНА ЛАВРЕНТЬЕВА: «Кукамайăн çĕр участокĕ, унтан виçтерсе тепĕр 10 сотыйне ял администрацине панă. Ăна ĕнентерекен хучĕ ак çак Росрейестртан килнĕ уведомлени. Участок отказ тунă тесе 22-мĕш апрелĕнче 2022-мĕш çулта».
Телее, çивĕч ыйтăвăн пĕр пайне татса панă. Халăх пуçарăвне хутшăннă 35 кил-çуртран хальлĕхе 6-шне шывпа тивĕçтереççĕ.
ЮРИЙ АБАСЬКИН: «Шыв халь кĕртсе пачĕç. Питĕ лайăх, йăрансем шăварма, выльăхсем валли шăварма, килте апат та пĕçеретпĕр, çăватпăр та ку шывпа. Малтан, кĕртиччен шывпа проблемăсем пулнă, йывăрччĕ».
Ялти ытти çурта та шывпа тивĕçтерме май пур. Кунта кил хуçисен ирĕкĕ кирлĕ. Район прокуратури пуçарнă ĕçе малашне те тимлĕхре тытма палăртать. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Юрий Марков