Депутатсем тăнăçлăхшăн
Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн кĕркуннехи пĕрремĕш сессийĕ иртрĕ. Хальхи йышпа вĕсем çулталăк ĕçлеççĕ. 7-мĕш суйлавăн депутачĕсем çак тапхăрта 121 саккун йышăннă, тепĕр 17-шне паянхи кун йĕркине кĕртнĕ. Тĕп ыйтусен шутĕнче муниципалитетсен тытăмне çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн бюджетсене йĕркелесси, парламент йышăннă саккунсене хаçат-журналта пичетлессипе çыхăннисем пулчĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Пуçлăхĕ Леонид Черкесов депутачĕсен черетлĕ сессине Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăларнă хушуран пуçларĕ.
«Тулли мар мобилизаци – çĕршыв суверенитетне хӳтĕлеме пулăшать. Сиртен чылайăшĕ тĕрлĕ предприятие ертсе пырать, çавăнпа та Раççей пуçлăхĕн шухăшне тĕрĕс ăнлантарас тивĕç сирте», – терĕ Леонид Черкесов. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен шкул усĕмĕнчи ачисене икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтерес тĕллевпе «Вĕрентÿ синчен калакан саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Çак çăмăллăха «Атăл» çыхăну батальонĕнче хĕсметре тăракансен, çар операцине хутшăнса пуçне хунă Росгварди ĕçченĕсен ачисем тивĕçме пултараççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 1 миллион та 138 000 тенкĕ пăхса хăварнă.
Депутатсем it-компанисене пулăшассипе çыхăннă саккун проектне ырларĕç. Ку енĕпе ĕçлекен специалистсене пур енлĕн пулăшасси çинчен калаçрĕç сессире. 2023-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен депутатсем йышăннă саккунсем çинчен хыпарлакан çăл куçсем пирки те улшăнусем вăя кĕреççĕ. Малашне вĕсене право21.рф портал тата «ВЕСТИ Чувашии» хаçат пичетлеме пуçлать. Вĕсем «Хыпар» издательство çурчĕн доменĕ çинче никĕсленнĕ. Обществоăлла йĕркене упрасси пирки калакан саккунпа килĕшӳллĕн халăх дружинникĕсен малашне хăйсемпе пĕрле удостоверени илсе çӳремелле. Чăваш Енри муниципалитет округĕсен чиккисене малтанхи пекех хăварас пирки те саккун йышăнчĕç. Унсар пуçне административлă йĕркене пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртрĕç, транспортра билетсĕр çӳренĕшĕн 500 тенкĕ таран штраф пама йышăнчĕç. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Николай Скворцов