Новости по-русски

Ватăлма васкамалла мар

Ватăлма васкамалла мар

«Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен», – теççĕ халăхра. Вăрăм кун-çуллă пулас тесен те чи малтанах сывлăха сыхлама вĕренмелле. Ку енĕпе аслă ăрури çынсене кирлĕ пĕлӳ пама ятарласа йĕркеленĕ шкулсем пулăшаççĕ. Унта çулсене пăхмасăрах хастарлă пурăнма вĕрентеççĕ. Вĕсем Чăваш Енри кашни сыватмăшрах ĕçлеççĕ. Валерий Григорьев 7-мĕш теçетке урлă каçнă. Сывлăх çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ хусканура тесе шухăшлать вăл. Çавăнпа яланах пахчара ĕçлеме е юратнă йыттипе уçăлса çӳреме тăрашать. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника гос

«Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен», – теççĕ халăхра. Вăрăм кун-çуллă пулас тесен те чи малтанах сывлăха сыхлама вĕренмелле. Ку енĕпе аслă ăрури çынсене кирлĕ пĕлӳ пама ятарласа йĕркеленĕ шкулсем пулăшаççĕ. Унта çулсене пăхмасăрах хастарлă пурăнма вĕрентеççĕ. Вĕсем Чăваш Енри кашни сыватмăшрах ĕçлеççĕ.

Валерий Григорьев 7-мĕш теçетке урлă каçнă. Сывлăх çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ хусканура тесе шухăшлать вăл. Çавăнпа яланах пахчара ĕçлеме е юратнă йыттипе уçăлса çӳреме тăрашать. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕ ирттерекен сывлăх шкулне вăл пĕрремĕш хут килнĕ. Хальхинче кунта астăвăм тата ăс-тăн шайне сыхласа хăвармалли мелсем тата профилактика ирттермелли çинчен каласа параççĕ.

ВАЛЕРИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Çӳреме тăрăшатпăр, пирĕншĕн усăллă. Пирĕн сывлăхшăн никам та тăрăшмасть, хамăр тăрăшмасан. Тухтăр каласа панă канашсем питĕ усăллă тесе шутлатăп».

Аслă ăрури çынсемпе ятарлă тухтăрсем – гериатрсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе республикăра пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланать. Статистика кăтартнă тăрăх, паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 90 çултан аслăрах 6 000 яхăн çын пурăнать.

ОЛЬГА СТЕПАНОВА: «Çакăн пек занятисем эпир кашни уйăхрах ирттеретпĕр. Пациентсене килĕшет. Вĕсем тимлĕн итлеççĕ, ыйтусем параççĕ, сывлăха сыхлама вĕренеççĕ».

Кунта тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланмалли сĕнӳсемпе пĕр танах тĕрĕс апатланма, физкультура хусканăвĕсем тума та вĕрентеççĕ. Çак мелсене стационарта сипленекенсемпе те анлăн усă кураççĕ.

РОЗА СТЕПАНОВА: «Питĕ лайăх, ăнлантарса паракан тухтăрсем, килĕшмелли врачсем. Ялта та çавăн пек хамăн сывлăха çирĕплетме тăрăшатăп, çакăн пек хусканусем туса».

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнчи хастарлă пурăнас кăмăллисен шкулне çӳрекенсен йышĕ кашни çулах ӳсет. 8 уйăхра çеç кунта 108 çын вĕреннĕ. Госпитальте кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче уçă алăксен кунĕ иртет. Унта аслă ăрури кашни çынах хутшăнса тухтăрсен сĕнÿ-канашне илме пултарать. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев

Читайте на 123ru.net