Новости по-русски

Мультимеди куравĕ уçăлчĕ

Хăнăхнă картинăсем вырăнне – мультимеди хайлавĕ. Шупашкарта цифра технологийĕсемпе ӳнер ăсталăхне çыхăнтарса йĕркеленĕ курав уçăлчĕ. Ăна Мария Воробьева-Стебельская пултарулăхне халалланă. Маревна ятпа паллă ӳнерçĕ Чăваш Енре нумай вăхăт пурăнман пулсан та, вăл хăйĕн пĕрремĕш хавхаланăвĕпе вăй-халне чăваш халăхĕнчен, Сĕнтĕрвăрри хулинчен илнĕ. Ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕ куракансене мĕнпе тĕлĕнтерет? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра.

Маревна пултарулăхĕпе паллашакансем хăйсене пĕр-пĕр кинотеатрти евĕр туяççĕ тейĕн. Анчах, çук, ку кино та, анимаци те мар, мультимедиллĕ курав. Вăл Мария Воробьева-Стебельская ачалăхĕ, кун-çулĕ тата унăн ĕçĕсем çинчен каласа парать. Пултаруллă ӳнер ăсти Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. 6 çулта чухне вĕсем Грузи çĕршывне пурăнма куçса кайнă. Пĕчĕкренех ӳнерçĕ пулма ĕмĕтленнĕскер хăйĕн çутă шухăшне пурнăçланă çеç мар, вăл тĕнче историне те кĕрсе юлнă. Ахальтен мар Илья Эренбург тата ытти паллă çыравçăсем ăна сăвăсем халалланă, ӳнерçĕсем вара унăн портретне çырнă. Çакăн çинчен пĕтĕмпех куравра пĕлме пулать. Ăна Президентăн культура пуçарăвĕсен фончĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

СВЕТЛАНА СМИРНОВА: «Картинăсене пирĕн ентешĕмĕр мĕнлерех тĕнче шайĕнче пулса, тĕнче шайĕнчи художнисемпе пĕрле, хăйĕн пултарулăхне паян эпир хамăр куçпа кăна мар, цифрăвизаци тетпĕр, çĕнелле методсемпе курма пултаратпăр, çавăн пекех районсенче те пысăк çынсене кăна мар, аслисене кăна мар, ачасене те кăтартма май пурри савăнтарать пире».

Тĕрлĕ сасă, çутă картинăсен хăйнеевĕрлĕхне палăртма пулăшаççĕ. Мультимеди эскпозицийĕ – Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх. Курав хальхи вăхăтпа пĕр килнине республика ертӳçи Олег Николаев та парăртрĕ. Вăл çакнашкал проектсене пурнăçа кĕртме хавхалантарма хатĕр пулнине каларĕ. Маревна пултарулăхне халалланă мультимеди экспозицийĕпе Шупашкарта пурăнакансем çеç мар, ял-хула çыннисем те киленме пултарĕç. Çитес вăхăтра курава республикăри 21 культура çуртĕнче йĕркелеме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Павел Иритков 

Читайте на 123ru.net