Новости по-русски

Тĕрев укçи параççĕ

Тĕрев укçи параççĕ

Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене май килнĕ таран хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсене пулăшма тĕрлĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илессипе тата сутассипе çыхăннă тăкаксене бюджетран саплаштараççĕ. Ку таранччен çак çăмăллăха малтанхи çулхи кăтартусене тĕпе хурса çеç илме май пулнă пулсан, халĕ вара кăçалхишĕн те парĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Ларура субсиди ыйтăвне Чăваш Енри ял хуçалăх министерстви ахальтен çĕклемен. Кăçал тыр-пул ту

Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене май килнĕ таран хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсене пулăшма тĕрлĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илессипе тата сутассипе çыхăннă тăкаксене бюджетран саплаштараççĕ. Ку таранччен çак çăмăллăха малтанхи çулхи кăтартусене тĕпе хурса çеç илме май пулнă пулсан, халĕ вара кăçалхишĕн те парĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

Ларура субсиди ыйтăвне Чăваш Енри ял хуçалăх министерстви ахальтен çĕклемен. Кăçал тыр-пул тухăçĕ пысăк. Хуçалăхсенче миллион тонна яхăн тĕш тырă çапса илнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах. Паллах, тухăç пысăк пулни тырă хакне чакарать, çак вара фермерсемпе хуçалăхсен тупăшне пĕчĕклетет. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем туса илекенсене пулăшма хыснара 78 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Хальлĕхе ял хуçалăх таварне хатĕрлекен 164 пĕрлешӳ 47 миллион тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Çывăх вăхăтра Раççей ял хуçалăх министерствипе килĕшӳ тума палăртаççĕ. Çавна май тата 76 миллион тенкĕ хушма укçа килмелле. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕшĕн тата сутнă чухнехи тăкаксене саплаштармалли тĕреве, çăмăллăха малтанхи çулхи кăтартусене тĕпе хурса çеç мар, кăçалхишĕн те памаллине ларăва хутшăнакансем ырларĕç. Тепĕр ыйту та укçа-тенкĕпе çыхăннă. Пурăнакан тата ĕçлекен вырăна хăтлăрах, илемлĕрех тума тăрăшакансене те укçа парса хавхалантараççĕ. Кăçал ку конкурса 13 муниципалитетран 51 ĕç тăратнă. Çĕнтерӳçĕсене хавхалантарма 407 миллион ытла тенкă пăхса хăварнă. Тӳресем ĕçсене 5 номинацире хакланă. 1-мĕш вырăнсене Йĕпреç районĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ, Куславккари «Атăл» физкультурăпа спорт керменĕ, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнчи Ленина урамĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Семенов урамĕнчи 37-мĕш çуртра пурăнакансем, Шупашкарти Платоновсен хуçалăхĕ йышăннă.

ВЛАДИМИР НИКИТИН: «Халăхĕ питĕ хастар, маттур, питĕ тăрăшуллă. Кăçалхи çул кăна мар, ытти çулсенче те хăйсен урамне лайăх пăхса тăраççĕ. Уйрăмах Белов Петр Васильевичсен çемйине каласа хăварасшăн. Вĕсен кÿршисем те тирпейлĕ, лайăх пăхса тăраççĕ. Кашнине каласа пĕтерейместĕн ĕнтĕ кунта. Пурте питĕ тирпейлĕ. Ленин урамĕнче пĕтĕмпе 44 кил-çурт вырнаçнă. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхне пула район конкурсĕнче çĕнтерсе 7 000 тенкĕ укçана тивĕçлĕ пулчĕç. Çак укçана вĕсен урамне яратпăр. Çак урамах пирĕн республика шайĕнче те мала тухса эпир республикăра паракан укçа-тенкĕне те çак урамах ярасшăн».

Пĕрремĕш вырăна тухнисем 40 000 тенке тивĕçеççĕ. Иккĕмĕш вырăншăн 24 000 тенкĕ парĕç. Виççĕмĕш вырăнтисене 16 000 тенкĕ парса хавхалантараççĕ. «Çак ĕçре вырăнти обществăлла хăй тытăмлăх пĕрлешĕвĕсен тӳпи пысăк», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл ку тĕлĕшпе вырăнти ертӳçĕсен тăрăшса ĕçлемеллине, депутатсен те пуçаруллăрах пулмаллине, конкурс пирки социаллă тетелте те пĕлтерӳсем сармаллине каларĕ. Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. Нумайăшĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене улшăну кĕртессипе çыхăннă. Алина Сусметова, Юрий Марков

Читайте на 123ru.net