Новости по-русски

Асăну хăмине уçрĕç

Асăну хăмине уçрĕç

Чăваш Енре ăна пĕлмен çын çук тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕрисемшĕн вăл академик, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, теприсемшĕн – Чăваш Республикин вице-президенчĕ, Раççей Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн депутачĕ, виççĕмĕшсемшĕн вара – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейин ертӳçи. Сăмах Лев Кураков пирки пырать. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Унăн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе Лев Пантелеймонович пурăннă çурт çинче асăну хăмине у

Чăваш Енре ăна пĕлмен çын çук тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕрисемшĕн вăл академик, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, теприсемшĕн – Чăваш Республикин вице-президенчĕ, Раççей Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн депутачĕ, виççĕмĕшсемшĕн вара – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейин ертӳçи. Сăмах Лев Кураков пирки пырать. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Унăн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе Лев Пантелеймонович пурăннă çурт çинче асăну хăмине уçрĕç.

Лев Куракова халалланă сăвва Валерий Туркай 1997 çултах çырнă. Чухăн çемьере çуралса ӳснĕскер çынсен асап-тертне вăл аванах ăнланнă. Çавăнпа ӳссе çитсен çын пулсан Лев Кураков ачасене вĕрентме ăнтăлнă.

НИКОЛАЙ УГАСЛОВ: «Вăл питĕ паллă çын, халăх çынни. Унăн шухăшĕсем мĕнле малалла çыннăн пурнăçне аванлатма, аванлатас тесе. Ĕмĕрне вăл пирĕншĕн иккĕмĕш Иван Яковлевич тесен те юрать. Хăйĕн ĕмĕрĕпех тăрăшнă вăл çынна çутта кăларма, вĕрентме».

Лев Кураков пурнăçне çак ĕçе халалланă та. Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕнче ĕçленĕ чухне республикăра кăна мар, ытти регионта та аслă шкулăн филиалĕсене уçнă. Ялсенчи яш-кĕрĕме тĕп хулана килмесĕрех аслă пĕлӳ илме майсем туса панă.

ВАЛЕРИЙ ТУРКАЙ: «Лев Пантелеймонович Кураков маншăн чи малтанах чăн-чăн чăвашчĕ. Хăшĕсем çӳле каяççĕ те пысăк пуçлăх пулса тăраççĕ те халăх çине мăн кăмăллăн пăхма пуçлаççĕ. Халăха сивĕ сăмахсемпе кӳрентерме хăтланаççĕ. Лев Пантелеймонович ун пек пулман. Чăн-чăн чăваш ялĕнче, чăн-чăн чăвашсем хушшинче çуралса ӳснĕскер, хуть те мĕнле пуçлăх пуканне йышăнсассăн та вăл пĕр самантлăха та хăй чăваш ачи икенне манмарĕ. Шăпах çакна пирĕн унран вĕренмелле».

Лев Кураков республикăра тĕрлĕ пуçлăхра ĕçлерĕ. Вăл шутра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕнче те. Халăхсен туслăхне çирĕплетессинче те Лев Кураковăн тӳпи пысăк. Ассамблея йĕркеленĕ, туслăх çуртне хута янă, халăхсен пухăвне ирттернĕ.

АЛЬБИНА КУРАКОВА: «Вăл çемье пурнăçне те ĕлкĕрет. Хăйĕн ĕçне ĕçлесе те ĕлкĕрет. Эпĕ çавăнтан питĕ тĕлĕнеттемĕмччĕ. Питĕ сăпайлă çын пулнă. Нихăçан та вăл хăйне хăй çавăн пек мăнаçа тытса çӳреместчĕ вăл».

Лев Кураков ятне ĕмĕрлĕхех асрă хăварас тесе сахал мар ĕç-пуç ирттернĕ. Шупашкарти халăхсен туслăх çуртĕнче асăну хăмине уçрĕç. Çурçĕр хĕвел анăç районĕнче ун ячĕпе бульвар хисепленсе тăрать.

ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Анчах уçăлчĕ «Юные академики» тетпĕр ача-пăча сачĕ. Академика Куракова бульварĕнче. Çавăнта памятник та лартасшăн малалла. Тата шкул та пулать. Халь шкул тума пуçланă. 2024 çулта шкул хута каймалла».

Асăну хăмине уçнă çуртра Лев Кураков 30 çула яхăн пурăннă. Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ ырми-канми тăрăшнă. Эппин, Лев Кураков ячĕ ĕмĕрĕх халăх асĕнче пулĕ.

Читайте на 123ru.net