Новости по-русски

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 33 пушар тухнă

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 33 пушар тухнă, 9 çын аманнă, виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура Чăваш Енри синкерлĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертӳçи Сергей Павлов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем мĕнле иртнипе паллаштарчĕ.

Инкек Шупашкар, Улатăр, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округсенче пулнă. «Хĕрлĕ автан» уйрăм çуртсенче тата нумай хваттерлĕ çуртсенче тухнă. Электричество хатĕрĕсем юсавсăр пулни, пирус тĕпне сӳнтерменни. Нуша ытларах чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе пулать те. Хăрушă инкексенчен пĕри кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Шевченко урамĕнчи нумай хутлă çурта пулнă. Пушарта 21 çын шар курнă. Вĕсен щутĕнче 10 ача. 19 çулти хĕр сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Халĕ çуртра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Электричество, шыв, кăвак çулăм ĕçне вăхăтлăха чарнă. Çуртра пурăнакан 83 çынна вăхăтлăха пурăнмалли пунктсене куçарнă. Общежитире регистрациленнисене 10 000 тенкĕ компенсаци пама йышăннă. Юсав ĕçĕсен йĕркине эрне вĕçĕччен хатĕрлесе пĕтерме тĕллев лартнă.

Пиротехникăпа тĕрĕс усă курманни те шар кăтартать. Фейерверк-салют янă 8 çын суранланнă. Вĕрсе хăпартмалли çунапа ярăнакан 33 çын хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе аманнă. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕччен 14 çын шăнса пăсăлнине палăртнă. 5 çын вилнĕ. Чăваш Енри синкерлĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пурне те асăрхануллă пулма ыйтать. Хăрушсăрлăх йĕркине шута илсен çеç инкекрен сыхланса юлма пулĕ. 

Читайте на 123ru.net