Новости по-русски

Улах каçĕ

Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Пирĕн несĕлсем Кăшарничченех уявланă ăна. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Ăна ирттерме ятарласа пĕр çуртра пуçтарăннă, килтен киле çӳренĕ, апат-çимĕçрен сĕтел хатĕрленĕ, тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ, юмăç пăхнă. Уявăн авалхи йăлисем манăçа тухнă пулсан та ăна ас туса паллă тăвакансем пур. Шупашкар муниципаллă округри Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакансен ламран-лама куçса пыракан йăлана паян та типтерлĕн тытса пыраççĕ. «Улах каçĕнче» манăн ĕçтешсем Елизавета Цветкова корреспондентпа Георгий Кривошеин оператор пулчĕç.

Чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх, çамрăксем палăртса хунă пӳрте кĕрсе улах ларнă. Çветке чупса килекенсене хапăл туса йышăннă. Унсăрăн усал-тĕсел çыпçăнать. Выльăх-чĕрлĕхĕ ăнмасть е тата кил-хуçи мăшăр тупаймĕ тенĕ. Ача чухне çветкесен хăтланăвне кăмака çинчен хăраса пăхса ларнăскерсем, ӳссен хăйсем айкашнă. Улаха пуçтарăннисем тутлă апат-çимĕçпе сайланнă, юрлана-ташланă. Чи интересли вара çурçĕр иртсен пуçланнă. Юмăç ярса пулас мăшăр мĕнле пулассине, хăçан çемье çавăрассине пĕлнĕ. Асамлăха ĕненекенсем тĕрлĕ хатĕрпе усă курнă. Тĕшмĕше ĕненекенсем ĕмĕт пурнăçланасса шаннă. Çамрăк чухнехи асаилӳсем паян та манăçман.

 – Пире, çамрăксене ваттисем витре пуç çине ӳпĕнтерсе лартатчĕç. Вара çавăрса яратчĕç. Кам хапха витĕр тухса каять тетчĕç, качча каять тесе калаççĕ. Кам çук – каймасть тетчĕç. Эпĕ вара хапха виттĕр тухса каяс вырăнне хапха юпи çине пытăм та çапăнтăм. Мăйракаллă та пултăм. Качча та каяймарăм. Килти чăх та кама мĕн кĕтнине систерет. Çамрăксем ăна ятарласа пӳрте илсе кĕреççĕ. Ун умне укçа, шыв, кĕл е кăмрăк, тырă, тĕкĕр хурса параççĕ.

– Чăх тытса кĕрес тенĕччĕ те, чăх вырăнне автанĕ лекнĕ мана. Автанĕ тӳрех тырă сăхма пуçларĕ. Тырă сăхсан пуян каччă пулать теççĕ. Авланса уйрăлнă теççĕ. Ун пекки пулмасан лайăхчĕ те ха. Ну, юрĕ ĕнтĕ. Турă çырнинчен иртме çук. Паян çакна чылайăшĕ тĕшмĕш вырăнне хурать-тĕр, çапах та психологсем те килĕшеççĕ кунпа, хăвăн ĕмĕтне саспа калани е ун патне пыракан çул-йĕре палăртни ăна çывхартма пулăшать те.

ГАЛИНА КОРОЛЬКОВА: «Çул хушшинче пĕр 17 çул та юмăç пăхнă пуль эпир. Çăвăнпа та пĕчĕккĕн вĕренсе пыратăп юмăç пăхма. Юмăç пулса каяс мар тесе шутлатăп хăш чухне. Тĕрĕс те пулать пуль. Ăна эпир тĕрĕслесе пăхрăмăр. Качча кайнисенче миçе ача пулнисене тĕрĕс кăтартать. Çав йĕппе пăхнине, миçе ача пулнине ваттисен хамăра аслисем вĕрентсе пынă. Пирĕн те çавна çамрăксене вĕрентсе хăварас килет».

Чи интересли вара çамрăксемшĕн витере сурăх урине тытасси. Качча кайман хĕрсем сурăх урине хăю çыхаççĕ. Ирхине мĕн тĕслĕ сурăх лекнине хăйсем çыхнă паллă тăрăх пĕлеççĕ. Кăна, паллах, тĕттĕмре тунă. Сăмах май каласан, Сурхури уяв ячĕ «сурăх ури» тенинчен пулнине калаççĕ.

ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Пулас мăшăр мĕнле пулассине сурăх урине тытса пĕлнĕ. Хурине тытсан тĕттĕм пулать тенĕ. Шуррине тытсан çутă каччă пулать тенĕ. Ула-чăла тытсан вара ватă арçын лекет тенĕ».

 Юмăç пăхни çылăх е çук. Кăна кашнийĕ хăй татса парĕ. Кăрлачăн 17-чен çветке çӳремелле те пуçтарăннă усал-тĕселтен Кăшарнире пăрлă шыва кĕрсе тасалмалла теççĕ. Паллах, çак йĕрке тĕрлĕ тăрăхра тĕрлĕрен.                   

Читайте на 123ru.net