Ыр кăмăллăх концерчĕ тыткăнлать
2000-мĕш çултан кăрлач уйăхĕнче Чăваш Митрополийĕ ыркăмăллăх ёлки ирттерет. Кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта ăна йĕркелемерĕç. Кăçал Раштав концерчĕ каллех анлă иртрĕ. Унта хутшăннă пур ача та асамлăха путма пултарчĕ, кашнийĕ пылак парнене тивĕçрĕ.
Пур ача та хăнăхнă Çĕнĕ çул ёлки мар ку. Раштав концерчĕ пултарулăх ушкăнĕсене пĕрлештерет. Пĕччен, ушкăнпа юрлаççĕ. Çемьепех сцена çине тухакансем те пур. Ырă чĕреллĕ пулмалла – куракана паллаштаракан пур номер те çакна палăртать.
ОЛЬГА МИРОНОВА: «Кунта паян ман ачасем хутшăнаççĕ. Пирĕн танцевальный коллектив «Радость» ятлă. Паян пирĕн икĕ номер. Пĕри «Русская сюита» ятлă. Тата тепри «Ангелочки» ятлă. Ачасем питĕ хĕпĕртесе çак куна кĕтрĕç. Питĕ хытă хатĕрленчĕç».
Залра ларакансем сцена çинче мĕн пулса иртнине шыв сыпнăн пăхаççĕ. Нумай ачаллă, чиркĕве çул такăрлатакан çемьесенчи, вырсарни шкулне çӳрекен хĕрачасемпе арçын ачасем – ёлкăна хутшăнакансем залра 400 ытла. Кăçал Раштав концертне çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Хальхинче ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те уявра савăнчĕç.
САВВАТИЙ: «Донбасра çуралнă ачасене те чĕнтĕмĕр. Вĕсене те. Христос Турă пурне те юратать тесе, Христос Турă пирĕншĕн çуралнă тесе. Пирĕншĕн ют ача çук. Пирĕншĕн пурте пирĕн хамăр ача. Çавна пĕлтерсе пурне те чĕнтĕмĕр».
Ыркăмăллăх концерчĕ вĕçленсен те куракансем тӳрех киле васкамарĕç. Кăмăл пуррисем фойере хăйсен аллипе раштав парни хатĕрлерĕç, чан çапса пăхрĕç.