Новости по-русски

«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ

«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ

Çĕнĕ çула çĕнĕ çитĕнӳсемпе пуçлаççĕ. Чăваш патшалăх филармонин солисчĕсем «Çĕнĕ çăлтăр» çĕршыв шайĕнчи конкурсра хутшăнаççĕ. Ăмăртăва 2015 çултанпа Раççей хӳтĕлев министерстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. «Бельканто» ушкăна Чăваш Республикинче пурăнакансем «Çăлтăр» телеканалпа курма пултарĕç. «Бельканто» ушкăна Чăваш Енре пĕлмен çын çук та пулĕ. Унта ултă юрăç. Вĕсемсĕр республикăра пĕр ĕç-пуç та иртмест. 2021-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе кашни çыннах тыткăнлать, чĕре хĕлĕхĕсене

Çĕнĕ çула çĕнĕ çитĕнӳсемпе пуçлаççĕ. Чăваш патшалăх филармонин солисчĕсем «Çĕнĕ çăлтăр» çĕршыв шайĕнчи конкурсра хутшăнаççĕ. Ăмăртăва 2015 çултанпа Раççей хӳтĕлев министерстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. «Бельканто» ушкăна Чăваш Республикинче пурăнакансем «Çăлтăр» телеканалпа курма пултарĕç.

«Бельканто» ушкăна Чăваш Енре пĕлмен çын çук та пулĕ. Унта ултă юрăç. Вĕсемсĕр республикăра пĕр ĕç-пуç та иртмест. 2021-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе кашни çыннах тыткăнлать, чĕре хĕлĕхĕсене пырса тивет. Итали чĕлхинчен куçарсан бельканто шăпах илемлĕ юрланине пĕлтерет. «Çĕнĕ çăлтăр» конкурса «Бельканто» ушкăн «Рио-Рита» юрра илсе каяççĕ. Тупăшăва йĕркелекенсене ултă юрăç темиçе юрă та ярса панă. Çапах та шăп «Рио-Рита» вĕсене кăмăла кайнă. Юрра ушкăн пасодобль жанрĕпе калăплать. «Рио-Рита» юрă 20-мĕш ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсене сăнлать. Шкул вĕренсе тухнă çамрăксем аслă çул çине тухаççĕ. Яшсемпе хĕрсен чĕрисенче юрату хуçаланать. Вĕсем савăнăçлă, хаваслă.

АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Çĕнĕ çăлтăр конкурсĕнче çĕнтерме «Бельканто» ушкăн кашни кунах хатĕрленет. Вĕсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Хăйсен юрринчен пĕчĕк спектакль тăваççĕ».

Чăваш патшалăх филармонине килсен ушкăн солисчĕсем конкурса хутшăнмалли тумсемпеччĕ. Эпир ӳкернине пĕлсен вĕсене улăштарчĕç. Пĕтĕм вăрттăнлăха халех уçма ирттереххине палăртрĕç.

ДИНАРА ЮНИСОВА: «Çак кунсенче эпир Мускава конкурса кайма хатĕрленетпĕр. Пире валли çĕнĕ костюмсем çĕлерĕç. Сцена çинче кашни кун репетицисем пыраççĕ. Паллах, эпир питĕ хумханатпăр. Çак конкурса эпир кастинг урлă тухрăмăр. Конкурс питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир унта хамăр Чăваш Республикин чысне хӳтĕлетпĕр».

Динара Юнисова, Маргарита Финогентова, Татьяна Васильева, Иван Снигирев, Сергей Кузнецов тата Юрий Катков. «Бельканто» ушкăн солисчĕсем çывăх вăхăтра пĕтĕм çĕршывĕпех паллă пулĕç. «Çĕнĕ çăлтăр» конкурса икĕ çĕнтерӳçĕ пулмалла. Пĕрне тӳресем палăртĕç. Теприне куракансем сасăланипе. Эппин, Чăваш Енре пурăнакансем те хамăр юрăçсене пулăшма пултарĕç.

Читайте на 123ru.net