Новости по-русски

Ăста тренера ачасем юратаççĕ

2023-мĕш çул Раççейре Педагог тата наставник çулталăкĕ. Чăваш Енре ăна телейлĕ ачалăха халалланă. Вĕрентекенсем, тренерсем хăйсен пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çитĕнекен ăрăва спортпа, ăслăлăхпа туслаштараççĕ, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Древин. Вăл çуллахи 27-мĕш Олимп вăййисенче хутшăннă. Халĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 6-мĕш шкулне çӳрекен çамрăксене вĕрентет.

Мирослава Павлова çамрăк гимнастка ăсталăхне çак спорт тĕсĕнче 7-мĕш çул туптать. Кашнинчех зала хавас кăмăлпа килет, мĕншĕн тесен юратнă тренерĕ Дмитрий Николаевич вĕсене çĕнĕ хăнăхтарусем пурнăçлама вĕрентет, яланах ăшшăн кĕтсе илет. Вăл кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлнине те палăртмалла. Çавăнпа чылайăшĕ тренера шанчăклă юлташ пек йышăнать. Вăл каланă сăмахсене, сĕнӳсене ăша хывма тăрăшать. Дмитрий Древин Олимп резервĕн 6-мĕш спорт шкулне ĕçлеме çулталăк каялла çеç килнĕ. Ачасен куçĕсем çутă ĕмĕтпе çунни, вĕсем хăйсен умне çирĕп тĕллев лартма тăрăшни мана та хавхалантарать тет çамрăк тренер. Кăрлачăн 24-мĕшĕнче çамрăк спортсменсен хăйсен ăсталăхне Чăваш Енĕн чемпионатĕнче тата первенствинче кăтартма май пулĕ. 

Читайте на 123ru.net