Проектсемпе çĕнтернĕ
Президент гранчĕсен фончĕ кăçалхи конкурс çĕнтерӳçисене палăртнă. Унта 87 регионран усламшăн ĕçлемен пĕрлешӳсем 10 000 ытла проект тăратнă. Çĕнтерӳçĕсем валли 4 миллиард тенкĕ ытла хатĕрленĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинчен тăратнă ĕçсем те малтисен йышĕнче. Коммерциллĕ мар 6 пĕрлешĕве хăйсен проекчĕсене пурнăçлама 7 миллион тенкĕ куçарса параççĕ. Чăваш Республикинчи спорт аэробикин федерацийĕ Президент гранчĕсен фончĕ ирттерекен тупăшăва пĕрре мар хутшăнать. «Кашни спорт лапамĕнче
<p>Президент гранчĕсен фончĕ кăçалхи конкурс çĕнтерӳçисене палăртнă. Унта 87 регионран усламшăн ĕçлемен пĕрлешӳсем 10 000 ытла проект тăратнă. Çĕнтерӳçĕсем валли 4 миллиард тенкĕ ытла хатĕрленĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинчен тăратнă ĕçсем те малтисен йышĕнче. Коммерциллĕ мар 6 пĕрлешĕве хăйсен проекчĕсене пурнăçлама 7 миллион тенкĕ куçарса параççĕ.</p>
<p>Чăваш Республикинчи спорт аэробикин федерацийĕ Президент гранчĕсен фончĕ ирттерекен тупăшăва пĕрре мар хутшăнать. «Кашни спорт лапамĕнче – инструктор. Чăваш Ен вăйĕ санран пуçланать!» проект хальхинче çĕнтерӳçĕсен йышĕнче. Ăна пурнăçлама миллион тенке яхăн укçа уйăраççĕ. Вăл ытти ĕçсенчен уйрăлса тăрать. Пур япала та урамра иртмелле. Ахальтен çапла йышăнман. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти паркра уçă сывлăшра çан-çурăма çирĕплетмелли лапам пур. Унта спортсменсем те час-час тренировка ирттереççĕ. Спорт аэробикипе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Оксана Дьячук каланă тăрăх, вăл лапамра спортсменсене курсан хулара пурăнакансем пĕрмай пырса калаçаççĕ иккен. Ытларах аслă ăрурисем. Çынсем тренажер çинче мĕнле ĕçлемеллине пĕлмеççĕ, кирлĕ хусканусене палăртаймаççĕ. Паллах, кун пек чухне инструкторсен пулашăвĕ вырăнлă. Вĕсен йышĕнче ытларах Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине лекнисем пулаççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме хатĕрленĕ те проекта. Çавăн пекех «хаваслă спорт вăййисем», ăсталăх лаççисем, çăлтăрпа зарядка та ирттерме палăртаççĕ Президент грантне тивĕçнисем. Гранта пурнăçа кĕртсен çак ачасем пек аэробикăна кăмăллакансен йышĕ çеç мар, спортпа туслашакансем те нумайланмалла. Президент гранчĕсен фончĕ çак кунсенче тата тепĕр конкурс пуласси пирки пĕлтерчĕ. Кăçал тата та Грант илес текенсенчен нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кирлĕ хутсене йышăнма пуçлаççĕ.<strong> </strong></p>