Новости по-русски

Саккуна улшăнусем кĕртеççĕ

Саккуна улшăнусем кĕртеççĕ

Кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсе опекунсене тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшне укçа памалла тумалла. Çакăн пирки калакан проекта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Кăçал кăрлач уйăхĕнчен федераци законодательствинче улшăнусем нумай. Чăваш Рсепубликинчи саккунсене те унпа килĕшӳллĕн йĕркелемелле. Патшалăх пособийĕсене ача пур граждансене парасси çинчен калакан саккуна пăрахăçланипе опекунсем тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшсем тӳлевсĕр тăрса юлма пултараççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме «Чă

<p>Кирлĕ хутсене хатĕрлесе &ccedil;итерсе опекунсене тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшне ук&ccedil;а памалла тумалла. &Ccedil;акăн пирки калакан проекта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕ&ccedil;.</p>

<p>Кă&ccedil;ал кăрлач уйăхĕнчен федераци законодательствинче улшăнусем нумай. Чăваш Рсепубликинчи саккунсене те унпа килĕшӳллĕн йĕркелемелле. Патшалăх пособийĕсене ача пур граждансене парасси &ccedil;инчен калакан саккуна пăрахă&ccedil;ланипе опекунсем тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшсем тӳлевсĕр тăрса юлма пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ак &ccedil;итменлĕхе пĕтерме &laquo;Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшу парасси &ccedil;инчен калакан саккуна улшăнусем кĕрте&ccedil;&ccedil;ĕ. Унта шăпах опекунсемпе усрава илекенсем пирки сăмах пулĕ. Пĕлтĕр республикăра ку пособие 953 &ccedil;ын илнĕ. Вĕсем 1994 ачана пăхса &ccedil;итĕнтере&ccedil;&ccedil;ĕ. Опекунсемпе усрава илнĕ ашшĕпе амăшне тӳлеме иртнĕ &ccedil;ул 215 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.</p>

<p>Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ку проекта ырларĕ&ccedil;. Апла пулсан &ccedil;ынсем ку пулăшупа кă&ccedil;ал та усă курĕ&ccedil;. Ларура хускатнă тепер ыйту спорт шкулĕсене пырса тивет. Спорт программисене пурнă&ccedil;лакан Чăваш Республикинчи пур объект ятĕнче те &laquo;хушма пĕлӳ паракан&raquo; йĕркесем кĕмелле. &Ccedil;ак &ccedil;ĕнĕлĕх Чăваш Енри 25 спорт шкулне пырса тивет, вĕсенчен 13-шĕ Чăваш Республикин спорт министерствин, 9-шĕ Шупашкар хулин, 2-шĕ &Ccedil;ĕнĕ Шупашкарăн, пĕри Канашăн шутланать. Кă&ccedil;ал &ccedil;у уйăхĕччен ку объектсен ячĕсем улшăнмалла.<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net