Новости по-русски

Саккуна улшăнусем кĕртеççĕ

Кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсе опекунсене тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшне укçа памалла тумалла. Çакăн пирки калакан проекта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Кăçал кăрлач уйăхĕнчен федераци законодательствинче улшăнусем нумай. Чăваш Рсепубликинчи саккунсене те унпа килĕшӳллĕн йĕркелемелле. Патшалăх пособийĕсене ача пур граждансене парасси çинчен калакан саккуна пăрахăçланипе опекунсем тата ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшсем тӳлевсĕр тăрса юлма пултараççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме «Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртеççĕ. Унта шăпах опекунсемпе усрава илекенсем пирки сăмах пулĕ. Пĕлтĕр республикăра ку пособие 953 çын илнĕ. Вĕсем 1994 ачана пăхса çитĕнтереççĕ. Опекунсемпе усрава илнĕ ашшĕпе амăшне тӳлеме иртнĕ çул 215 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ку проекта ырларĕç. Апла пулсан çынсем ку пулăшупа кăçал та усă курĕç. Ларура хускатнă тепер ыйту спорт шкулĕсене пырса тивет. Спорт программисене пурнăçлакан Чăваш Республикинчи пур объект ятĕнче те «хушма пĕлӳ паракан» йĕркесем кĕмелле. Çак çĕнĕлĕх Чăваш Енри 25 спорт шкулне пырса тивет, вĕсенчен 13-шĕ Чăваш Республикин спорт министерствин, 9-шĕ Шупашкар хулин, 2-шĕ Çĕнĕ Шупашкарăн, пĕри Канашăн шутланать. Кăçал çу уйăхĕччен ку объектсен ячĕсем улшăнмалла. 

Читайте на 123ru.net