Çамрăк ăрăва тимлĕх кирлĕ
Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çамрăк ăрăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта «Çул çитмен çамрăксен хутшăнмалли территори» центрĕ уçăлчĕ. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
«Çул çитмен çамрăксен хутшăнмалли территори» центрта ачасене аталанма мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Телестуди, медиа-класс, психологи тренингĕсене ирттермелли пӳлĕмсем. Уроксем хыççăн яш-кĕрĕм пушă вăхăта кунта ирттерет.
– Паянхи кун, куратпăр ĕнтĕ, çитĕнсе пыракан ăру час-часах хăйсемпе пĕр-пĕринпе калаçма пĕлменнипе ытларах интернетра тата соцсетьсенче ларнипе тĕрлĕ енлĕ чунра йывăрлăх тата хăйсене ăнланманнипе туйнипе йывăр пурнăç саманчĕсене пурăнса ирттерет. Çакăн пек лапамсенче вĕсем хăйсем пĕр-пĕринпе калаçса пурнăç тĕрлĕ енлĕхне, ман шутпа, чи малтанах туйса илеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çул çитмен çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашрĕ. Пултаруллă каччăпа хĕрсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Çамрăксене аталанма майсем татах та пулĕç», – терĕ регион ерӳçи.
– Эпир ĕнтĕ çакăн пек центрсене ытти муниципаллă образованисенче малалла та уçăпăр. Мĕншĕн тесен эпир ĕнтĕ паян куратпăр модельный библиотекăсем питĕ лайăх пространствăсем пулса тăнă. Çитĕнсе пыракан ăрупа ĕçлемелли мелсене паянхи кун питĕ çăмăллăн пурнăçа кĕртме пулать. Çак Çĕнĕ Шупашкарти центр вара муниципалитетсенче ĕçлекенсем валли вĕрентсе пыракан центр пулма пултарĕ. Эпир çак ĕçе çакăн пек йĕркелесшĕн. Çамрăксене воспитани парассипе республика кăтартуллă ĕçленине палăртмалла. Калăпăр, 2022-мĕш çулта Чăваш Ен Раççей çутĕç министерствин конкурсĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлемелли программа хатĕрлесе пилотлă 14 регион шутне кĕнĕ.