Новости по-русски

Пикесем те руль тытаççĕ

«Кашни кун эсĕ çул çинче, кашни кун эсĕ руль умĕнче. Çумăр çăвать-и е çил-тăман, телейлĕ çул пултăр саншăн ялан». Çак йĕркесене Валерий Димитриев юрăç шăрантарма пуçланă чухне, 20-25 çул каялла, автомашинăпа ытларах арçынсем çӳретчĕç. Паян хăрарăмсем те час-час руль тытаççĕ. Ăсталăхпа та вĕсем арçынсенчен кая мар. Çакна черчен пикесем «Паха та хăрушсăр çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Шупашкарта йĕркелнĕ «АвтоЛеди» конкурсра кăтартса пачĕç.

Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсенчен «Арçынсемпе танлаштарсан хĕрарăмсем çул çинче час-час йăнăшаççĕ-и?», – тесе ыйтсан вĕсем кĕске çапла хуравлаççĕ: «Яваплă, правилăсене пăхăнаççĕ, йĕрке ыйтнă пек руль тытса пыраççĕ». Çакна цифрăсем те кăтартаççĕ. Пикесем арçынсенчен 6 хут сахалтарах аварие лекеççĕ. «АвтоЛеди» конкурсра та чиперккесем çул çинче хăйсене шыври пулă пекех тытнине палăртрĕç. Тупăшу виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмелле, машинăпа кукăр-макăр çулпа тикĕссĕн çӳремелле.

Паллах, тӳресем пултарулăха та тĕрĕслеççĕ. Çулталăк е 10 çул руль умĕнче, çăмăл машинăпа çӳрекен е автобуспа халăха турттаракан – конкурса хутшăнакансен йышĕнче такам та пур. 34 водитель тупăшура мала тухассшĕн тăрăшрĕ. Пур чăрмава та парăнтарнă хыççăн Ольга Михайловская республикăри «АвтоЛеди» ята тивĕçрĕ. Татьяна Николаева, Надежда Тихонова, Мария Петрова вара малти вырăнсене пайларĕç. 

Читайте на 123ru.net