Новости по-русски

«Манăн çемье вулавăшĕн экслибрисĕ» конкурс иртрĕ

Чăваш Енре «Манăн çемье вулавăшĕн экслибрисĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унта килти вулавăша йĕркелесе пыракан, кĕнеке вулама юратакан çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсен кил-йыш историне, ĕçĕпе кăсăкланăвне, юратнă хайлавсене тишкерсе пичет палли шухăшласа кăлармалла пулнă. Ăрусен çыхăнăвне упраса хăварма пулăшакан ĕçсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ.

«Манăн çемье вулавăшĕн экслибрисĕ» конкурса Чăваш Республикин наци библиотеки 2022-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче пуçарнă. Ăмăртăва Чăваш Ен çыннисем çеç мар, Череповец хулинчи пурăнакансем те хапăл тусах хутшăннă. Çемьсемпе, тăвансемпе пуçтарăнса вĕсем кĕнеке культурин пуянлăхне тĕпченĕ.

НАДЕЖДА ЕГОРОВА: «Ачисем экслибрис ӳкернĕ, амăшĕсем вĕсене çак экслибрисăн идейине çырма пулăшнă. Мĕн вăл экслибрис? Экслибрис вăл кĕнеке палли, хăйсен çемье библиотекинче упранакан кĕнекесене вĕсем пичет лартса е экслибрис ӳкерсе малалла, хайсен ачисене параççĕ тесе калама пулать. Вĕсене кукашшĕ-кукамăшĕсем парса хăварнă, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине çак кĕнекене упрама парса хăварать».

 Экслибрис – кил-йыш историне кĕрсе юлакан паллă. Çавăнпа та ăна «ахаль-махаль» тума юрамасть. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан Аэлита Храмова та çак ĕçе яваплăха туйса пурнăçланă. Тӳресем унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне пысăк хак панă.

АЭЛИТА ХРАМОВА: «Эскизра эпир хамăрăн çемьепе чи малтанах кĕнеке пĕлтерĕшне кăтартса патăмăр. Унтан хамăр мĕнпе интересленнине, мĕнле кĕнекесем вуланине, камсем вуланине. Пирĕн библиотекăра, хамăрăн çемье библиотекинче пулсассăн манăн асаннен кĕнекисем пур, манăн асаттен, асаннен, аслă асаннен кĕнекисем пур, вĕсен ячĕсем те çакăнта пур, экскизра палăртнă».

Конкурса 137 ĕç килсе çитнĕ. Вĕсене 4 тĕрлĕ номинацире хакланă. Тӳресем палăртнă тăрăх, экслибриссенче Чăваш Республикин патшалăх гербĕнчи хăш-пĕр паллăсем хăйсен вырăнне тупнă. Çак ăмăрту çемье вучахне упрама, унăн йăх-неселĕн историне ăруран-ăрăва куçарса пыма пулăшасса шанаççĕ вулавăш ĕçченĕсем. 

Читайте на 123ru.net