Новости по-русски

«Машина тăвакансен пĕрлешĕвĕн пики» конкурс

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн «Машина тăвакансен пĕрлешĕвĕн пики» илемпе пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Унта пурĕ 14 ăмăртуçă хутшăнчĕ.

 Куллен ĕç тумĕпе çӳрекен Татьяна Семеновăна илĕртӳллĕ ташăра паллама та çук. Ĕçтешĕсем ун чун йăпатмăшĕ пирки пĕлмен те иккен. Çавăнпа 9 çул сцена çинче ташă енĕпе ăсталăха туптакан пикене конкурса хатĕрленме йывăрах пулман. Хальхи вăхăтра вăл виççĕмĕш аслă пĕлӳ илет.

Чылайăшĕ юрă шăрантарассипе палăрчĕ. Ламбада, чикан ташши, танго тата ытти ташă енĕпе кăтартма пултарчĕç пикесем хăйсене. Фокус кăтартас вăрттăнлăха пĕлекенсем те пур вĕсен йышĕнче. Пĕр-пĕр шеф-повартан кая мар апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлеççĕ тупăшăва хутшăнаканскерсем. Тӳресем вĕсен ĕçĕсене ас тивсех тĕрĕслерĕç. Çавăнпа та çĕнтерӳçĕне палăртма çăмăлах пулмарĕ. Республикăри машина тăвакансен пĕрлешĕвĕнче çакăн пек пултаруллă, çаврăнăçуллă, ăслă-тăнлă хĕрарăмсем вăй хунăшăн унтах тăрăшакан арçыннисем те питĕ савăнаççĕ. Хăйсен ĕçтешĕсене ăшă сăмах каласа, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Конкурс йĕркелӳçисем илемлĕ çак уява тепĕр çул та ирттерме палăртаççĕ. 

Читайте на 123ru.net