Новости по-русски

Чăваш çĕр улмийĕ нумайăшне килĕшет

Чăваш Ен тĕп хулинче 15-мĕш хут «Çĕр улми» курав иртрĕ. Çĕршыври 22 регионти 93 предприяти унта хутшăнма кăмăл тунă. Çавăн пекех Беларусь Республикинчен пĕр пĕрлешӳ çитнĕ. Икĕ куна пынă курав пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура та калаçрĕç, пĕтĕмлетӳ турĕç.

Чăваш Енре 250 майлă хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăрпа» ĕçлеççĕ. Комсомольски, Вăрнар, Етĕрне, Муркаш районĕсенчи ултă ял хуçалăх предприятийĕнче вăрлăх хатĕрлеççĕ. Çĕр улми туса илессипе тата ăна акма янтăласа ытти регионсене тивĕçтерессипе Чăваш Ен Атăлçире 2-мĕш вырăн йышăнать. «Флагман», «Аврора», «Пламя», «Краса Мещеры», «Сиверский» тата ытти те – хальхинче сутлăха 24 сорт тăратнă. Пурĕ 40 тонна вăрлăх хăйсен хуçине тупнă. Ырă ĕç тăвакансем 250 çынна тавара килнех илсе пырса панă. «Çĕр улми» курава кăçал пурĕ «иккĕмĕш çăкăрăн» 110 сортне тăратнă. Ку çимĕçрен темĕн те хатĕрлеме пулать. Чăваш çăпати, ролл, вафли, кукăль, пулă – çĕр улмирен хатĕрленĕ 100 тĕрлĕ апата тутанса пăхма пултарчĕç куракансем. Куравра 810 лапам ĕçлерĕ. Çивĕч ыйтусене конференцисенче тата «çавра сĕтелсенче» сӳтсе яврĕç. Вĕсенче 32 регионтан килнĕ 400 ытла эксперт хутшăнчĕ. Куравра çĕр улмипе пĕрлех им-çам туянма, техникăпа паллашма та май пулчĕ.

Сăмах май, 25 пĕрлешӳ курава им-çам тата ӳсен-тăранпа кĕрешмелли препарат илсе килнĕ. 36 предприяти çĕр çинче ĕçлемелли техника куравне йĕркеленĕ. Икĕ кунта курава 10 пин ытла çын килсе курнă. Çав кунах шкул ачисем йышĕнче ирттернĕ конкурса та пĕтĕмлетнĕ. 18 тăрăхри 600 ытла арçын ачапа хĕрача «Çĕр улми пирĕн пурнăçра» ĕçсем тăратнă. 

Читайте на 123ru.net