Новости по-русски

«Фермер шкулĕ» йыхравлать

Çĕнĕ ĕç пуçлама пĕлӳ çитменни пĕтерет. Пĕлсен чылай йывăрлăха парăнтарма ансатрах. Çакна шута илсе Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» проект пурнăçланать. Унта виçĕ ушкăн вĕренсе тухрĕ. Халĕ тăваттăмăшне йĕркелеççĕ. «Фермер шкулĕнче» кам вĕренме пултарать? Мĕнле ăсталăха алла илме пулĕ? Хуравĕсем пирĕн сюжетра.

Проектăн тĕп тĕллевĕ – çĕнĕ фермер хуçалăхĕсене йĕркелесси, паха опытпа паллаштарасси. Унта вĕренме кĕме аслă е вăтам профессиллĕ пĕлӳллĕ пулмалла. Тин çеç ĕçе пуçарас шухăшлисем те, тахçанах ĕçлекеннисем те пĕлӳ илееççĕ. Документсене пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Икĕ çул хушшинче çак виçĕ потокра çак шкула 87 фермер вĕренсе пĕтерме пултарчĕ. Вĕсенчен 74-ĕшĕ ĕçлесе пыракан фермерсем. Ыттисем паянхи кун ĕçлеме пуçламан-ха. Çавсенчен 30 проценчĕ çак шкула пĕтернисенчен малашне ĕçлесе кайсан патшалăх пулăшăвне илсе малашне аталанса ĕçлесе пыраç. Ку пире савăнтарать. Начар мар ку».

Вĕренӳ виçĕ уйăх пырать. Хальхинче виçĕ енпе ăсталăха ӳстерме май пур – çырла туса илессипе, сурăх ĕрчетессипе тата ял туризмне йĕркелессипе. Вĕсене фермерсем ыйтнипе çирĕплетнĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кашни хушма хуçалăхра нумайăшĕ сурăх тытаççĕ. Пĕтĕмпех пĕлетпĕр пек туйăнать. Çав вăхăтра килте хамăра çиме, кăшт ытларах пулсан сутма пулать. Вăл направлени пур. Конкурировать тăвас тесен çак сурăх какайĕпе ытти пысăк хуласенчи ресторансене сутас тесен пирĕн ăна тĕрĕс туса илме вĕренмелле».

Выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме те, туристсене явăçтарма та пĕлӳ чылай кирлĕ. Фермер шкулĕнче ăс пухсан ĕç каймаллах. Патшалăх та тĕрев пама шантарать. 

Читайте на 123ru.net