Новости по-русски

Çирĕп кăмăллă Динара

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн сире хăйне евĕрлĕ профессире ĕçлекен пикесемпе паллаштарасшăн. Вĕсенчен пĕри – полици майорĕ Динара Гафарова. Вăл Шалти ĕçсен министерствин криминаластикăпа экспертиза уйрăмĕнче вăй хурать. Ака уйăхĕнче кăçал 16 çул пулать çак тытăмра тăрăшма пуçлани. Унпа тĕплĕнрех Регина Кубайкина паллашрĕ.

 Тĕрлĕ хунар, ятарлă сăрă сĕрмелли хатĕрсем, ДНК анализне илмелли савăтсем, фотоаппарат, скальпель тата ытти те. Динара Гафарова саккун пăсакансене йĕр тăрăх тупма пулăшакан эксперт. Вăл тăрăшнипе çын хăй çак документа алă пуснă-и, унăн пӳрне йĕрĕсем унта юлнă-и тата урăх вăрттăнлăха тупма палăртма пулать. Полици майорĕн куçĕ çивĕч. Хунарпа, микроскоппа кашни вак-тĕвеке пысăк тимлĕх уйăрать. Çавăнпа ĕçтешĕсем те вăл хатĕрленĕ экспертиза докуменчĕсенче иккĕленмеççĕ. Экономика, суйлав тытăмĕнче йĕркене пăснă-и, çынна суйса кредит илтернĕ-и? Динара паллă фильмри детективсенчен Глеб Жегловпа Володя Шараповран кая мар суеçĕсене тăрă шыв çине кăларма пулăшать. Хăйĕн ĕçне юратать. Халь 10 миллион тенкĕ илтернĕ çын тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тишкерет. Тишкерӳ тата пĕтĕмлетӳллĕ документсене хатĕрлеме 2-3 эрне те иртсе каять тепĕр чухне. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, Динара Гафарова çын почекрне тишкерен республикăри пĕртен-пĕр хĕрарăм эксперт.

Читайте на 123ru.net