«Пĕлтерĕшлĕ калаçу» проект малалла пырать
Республикăри, регион тулашĕнчи паллă ентешсен, историри пĕлтерĕшлĕ çынсен, воспитани ĕçĕнчи вĕрентекенсен пĕлтерĕшĕ çинчен сăмах пуçарчĕç паян И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче. Лектор вырăнĕнче вара Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пулчĕ.
Ăрусен çыхăнăвĕ, ватăсемпе çамрăксен хутшăнăвĕ, вĕрентекен пĕлтерĕшĕ, Раççей историйĕ пирки калаçрĕ Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Кăçал Раççейре Педагог тата наставник çулталăкĕ пулнă май çĕршыв шайĕнче пурнăçланакан «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» проектра та çамрăксене камран тĕслĕх илмелли, вĕсен мĕнле пулмалли пирки калаçу ирттерни вырăнлă. Акă, тĕслĕхрен, чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев калăпăр. Аслă шкул унăн ячĕпе ахальтен хисепленмест. Çавăнпа та çамрăксен малашне те чăваш культурин патриархĕн ятне, сумне çӳллĕ шайра тытмалла. Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалласа республикăра, çĕршывра тĕрлĕ конкурс, фестиваль, курав ирттерме палăртнă.
ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Воспитани ĕçĕ чи паллă вырăнта пулса тăмалла. Йĕркеллĕ вĕрентни кăна мар, пурнăçра чи кирлĕ япаласене ламран лама парса пымалла. Пире аннесем, асаттесем яланах каласа вĕрентнĕ. Мĕн кирлĕ, пĕр-пĕрне ăнланасси. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнасси. Çавăнтан пуçланса каять хăвна юратни. Çемьене, тĕнчене халăха юратни. Шанатăп, педагогика университечĕ – çак хăйĕн тĕп тĕллевне малашне те лайăх туса пырасси».
Çамрăк вĕрентекенсене хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ программа пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри – «Земство вĕрентекенĕ», республикăра 2020-мĕш çултанпа ĕçлеме пуçланă. Ял тăрăхĕнчи 12 шкул çĕнĕ кадрсемпе пуянланнă. Вĕсене 1 миллион тенкĕ параççĕ. «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» проект республикăра малалла пурнăçланать, унта Чăваш Енри мĕн пур вĕренӳ учрежденийĕ хутшăнать.