Новости по-русски

Çуркунне тухаççĕ

Çуркунне çитни, çанталăк ăшăтса пыни кашни çыншăн савăнăç темелле. Анчах та пуриншĕн те мар. Ку йыша чи малтанах водительсем кĕреççĕ. Мĕнпе кăмăлсăр-ха тимĕр утпа çӳрекенсем? Хуравĕ – пирĕн сюжетра.

Çуркунне, юр кайсанах, çеçпĕл чечекĕ шăтать. Шăппăн та сăпайлăн шăтса тухать те хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах куçран çухалать. Чечекпе пĕрлех, тен, кăштах маларах та, çул çинче шăтăк-путăк тухать. Тимĕр утсемпе çӳрекенсене вĕсем кашни çуркуннех тертлентереççĕ. Пулăшу ыйтса водительсем регион ĕçне тимлекен центра çыраççĕ.

ДМИТРИЙ ОСИПОВ: «Çул ыйтăвĕсем социаллă сетьсене Чăваш Енре пурăнакансем хушшинче чи паллă сӳтсе явмалли тема. Юр тасатас ыйтăвĕсем, паллах, тĕп вырăнта пулин те, анчах та нарăс уйăхĕн вĕçĕнче, Регион ĕçне тимлекен центр республика тата муниципалитет çулĕсене юсас ыйтусен шучĕ ӳснине палăртать. 2023 çултан пуçласа пурĕ 300-е яхăн пĕлтерӳ йышăннă. Пуринчен ытларах Шупашкар, Улатăр, канаш Пăрачкав мунипаллă округсенче пурăнакансем çул юсама ыйтнă. Шупашкарта пурăнакансене ытларах Сĕнтĕрвăрри çул çӳрев пайĕсене юсасси пăшăрхантарать».

 Кăнтăрла ăшă, çĕрле сивĕ. Çанталăк пĕрмаях вылять. Асфальт çурăлнипе унта шыв кĕрет, кайран вăл шăнать. Çул тумĕ хăвăрт ванать, лакăмсем тухаççĕ.

ВАСИЛИЙ ПОЛЯКОВ: «30 см пысăккă, 15 см сарлакăш, 5 пысăкраххисем ненормативный. Çавсене пĕтерме малтан фрезапа касапăр, кайран тасататпăр та типĕтетпĕр. Литой асфальт теççĕ. Çавна хуратпăр. Çав литой асфальчĕ хальхи çанталăкпа ĕçлемешкĕн нӳрĕрен хăрамасть. Çавăнпа нӳрĕрех çанталăкра та ĕçлеме пулать унпа».

Çул юсанă çĕрте тăватă ушкăн ĕçлет. Пĕрисем шăтăкскене тасатса хатĕрлеççĕ, виççĕшĕ путăксене саплаççĕ. Талăкне 120 тăваткал метр çул юсаççĕ. Пуш уйăхĕнче Гагарин тата Октябрь кĕперĕсене, Сĕнтĕрвăрри çулне тата ытти çула юсама палăртнă. Кăçал 30 000 тăваткал метра яхăн лакăм хупламалла. 

Читайте на 123ru.net