Новости по-русски

Субсиди парса пулăшаççĕ

Ĕçсĕр тăрса юлма пултаракансем тата çынсене вакансипе тивĕçтерекен центрсенче шута илнисем валли вăхăтлăх вырăнсем хатĕрлекен пĕрлешӳсене кăçал та тăкаксене саплаштарма патшалăх тĕревĕ параççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви çапла йышăну тунă.

 Çакна валли Чăваш Ен хыснинче 84 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çак 1087 çынна вăхăтлăх вырнаçтарма май памалла. 196-шĕ обществăлла ĕçсем тума пултараççĕ, ыттисем вара вăхăтлăх вырăнлă пулаççĕ. Ку субсидие усламçăсем, патшалăх тата муниципаллă учрежденисемсĕр пуçне юридици сăн-сăпачĕллĕ пĕрлешӳсем илме пултараççĕ. Субсиди калăпăшĕ пĕр уйăхра ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пысăк мар. 

Читайте на 123ru.net