Новости по-русски

«Фильм ӳкерме тивĕçлĕ истори » ăмăрту

Калавсен, сценарисен тата шухăшсен конкурсĕ… Раççейре «Фильм ӳкерме тивĕçлĕ истори» ăмăрту иртет. Унта 12-18 çулти çамрăксен ĕçĕсене йышăнаççĕ.

Ăмăрту «Творчество и творческое проявление в жизни» тата «Россия: открытый код» номинацисемпе иртет. Унта хутшăнас текенсен пултарулăх темипе çыхăнтарса калав, сценари е шухăшсен пуххине шăрçаламалла. Çавăн пекех çамрăк авторсене  пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, истори астăвăмĕсене тĕпе хурса  ăрусен хирĕçтăрăвне тишкерме тата ăна ăнăçлă пĕтермелли мелсем тавра шухăшласа ĕçлеме ыйтаççĕ. Конкурс тĕллевĕ – çитĕнекен ăру хушшинче пултаруллă сценаристсене шыраса тупасси. Ĕçсене пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех зеркалобудущего.рф сайтра пĕлме пулать.

Читайте на 123ru.net