Новости по-русски

Цифра урокĕ иртрĕ

Вĕренекенсем усламри кăтартусене тишкерме хăнăхаççĕ, программа тума вĕренеççĕ. «Цифра урокĕ» çакна тума май парать. Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен çĕршыври шкулсенче ку енпе уроксем йĕркелеççĕ. Чăваш Ен те аякра тăрса юлмарĕ. Шупашкарти 1-мĕш гимназире «Цифра урокĕ» пулчĕ.

Ку урок ыттисенчен уйрăлса тăрать. Тавар мĕнле сутăннине тĕпчемелле. Ăна камсем-камсем туянма пултарнине пăхмалла. Паллах, тавара сутмалли вырăнсене палăртмалла. Çапла вăйă урлă ачасем тишкерме вĕренеççĕ. «Йывăр мар, ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулать. Кирлĕ информаци чылай», – çапла палăртаççĕ вĕренекенсем. «Цифра урокне» Чăваш Енри цифра министрĕ Михаил Степанов та хутшăнчĕ. Михаил Владимирович хальхи саманара цифра чĕлхине пĕлни, çĕнĕ технологисене алла илни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче гимназире IT-класс уçăлнă. Унта çамрăксем программировани мелĕсене ăса хываççĕ, тĕрлĕ приложенипе ĕçлеме вĕренеççĕ.

НАТАЛИЯ ПРОХОРОВА: «Пирĕн гимнази «Код будущего» федераци проектĕнче хутшăнать. Шкулта Айти тата инженери класĕсем питĕ тухăçлă ĕçлеççĕ. Ачасем программированине тишкерме питĕ тăрăшаççĕ. Çак кунсенче гимнази «Урок цифры» проекта хутшăнать. Пысăк калăпăшлă информацисене питĕ тишкереççĕ. Манăн хамăн та 5-мĕш класс, инженер класĕ, программированине тăрăшсах вĕренеççĕ. Тăрăшаççĕ».

 «Цифра урокĕ» шкулсенче пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен иртмелле. 

Читайте на 123ru.net