Новости по-русски

Шыв пашнисем çĕнелеççĕ

Чăваш Енри шыв башнисенчен нумайăшĕ 70-мĕш-80-мĕш çулсенче тунисемех. Вĕсене тĕпрен юсама тахçанах вăхăт çитнĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре çак ыйтупа çине тăрса ĕçлеме пуçларĕç. Шыв башнисене çĕнетме кăçал хыснара 100 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çак кунсенче ăçта юсав иртмеллине палăртнă.

Чăваш Республикинче ку çул 40 шыв пашнине çĕнетме планлаççĕ. Ку енпе конкурс иртнĕ. Укçапа пилĕк муниципалитета тивĕçтереççĕ – Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Çĕрпӳ тăрăхĕсем. Нухратăн пысăк пайĕ – 49 миллион тенке яхăн – çĕрпӳсене тивĕçет. Ку енпе кăçал тата та конкурс иртмелле. Строительствăпа архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хаклашу хыççăн перекетленнĕ укçана тата пĕрремĕш конкурсран саппас юлнă нухрата шута илсе миçе шыв пашнине юсассине палăртаççĕ. 

 

Читайте на 123ru.net