Новости по-русски

Улшăнусем кĕртеççĕ

Улшăнусем кĕртеççĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче кăçалхи тата 2025-мĕш çулччен йышăннă бюджет документне улшăнусем кĕртес проектсене пăхса тухрĕç. Кăçал пĕрремĕш хут ĕçе кĕртмелли хысна пайĕ 90 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку 2019-мĕш çулхинчен 35 миллиард тенкĕ ытларах. Финанс документне улшăнусем кĕртсен 7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать республика хысни. Пĕтĕмĕшле вăл 82 миллиард тенкĕ ытларах пулĕ. Социаллă тӳлевсене индексацилеме, вĕренӳ учрежднийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме тата ытти тытăм валли сам

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче кăçалхи тата 2025-мĕш çулччен йышăннă бюджет документне улшăнусем кĕртес проектсене пăхса тухрĕç. Кăçал пĕрремĕш хут ĕçе кĕртмелли хысна пайĕ 90 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку 2019-мĕш çулхинчен 35 миллиард тенкĕ ытларах.

Финанс документне улшăнусем кĕртсен 7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать республика хысни. Пĕтĕмĕшле вăл 82 миллиард тенкĕ ытларах пулĕ. Социаллă тӳлевсене индексацилеме, вĕренӳ учрежднийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме тата ытти тытăм валли самай улшăну кĕртме палăртнă. Уйрăмах вĕсем наци экономикипе çыхăннă. Ку енпе 4 миллиард тенкĕ ытла хушма укçа пăхса хăварнă.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «860 миллион тенкĕне яхăн тата çиелтен пăхса хăварнă. Пирĕн отрасле пулăшас тесе пурĕ вара паянхи куна пирĕн бюджет 3 миллиард та 455 миллионпа танлашать. Техника илсен 3-мĕш çул патшалăх тăкаксене саплаштарать. Çу туса илекен культурăсем тăвакансем валли 162 миллион тенкĕ хушса панă. Унсăр пуçне самозанятыйсем валли те 2-мĕш çул ку программа ĕçлесе пырать. Тепĕр 126 миллион тенкĕ хушса панă. Кăçал 3 ĕне илнĕшĕн, качакасем илнĕшĕн саплаштарса паратчĕç. Кăçал тата сурăхсем кĕртсе хăварнă».

Кăçал хăмла аталантарас пирки республика пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме палăртнă. «Симĕс ылтăн» лаптăкне пысăклатма çамрăк хунавсем кирлĕ, ун пахалăхне тĕрĕслеме вара республикăра лабораторисем хута яма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче тăлăх ачасене, нумай пепкеллĕ çемьесене уйăрнă укçа тата нумайланĕ.

ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Нумай ачаллă çемьесене пулăшу ӳссех пырать. Хальхи куна ĕнтĕ пирĕн пĕлтĕр бюджета пăхса хăварнă чухне 65 ытла нумай ачаллă çемьесене 330 миллион пăхса хăварнă пулнă. Халĕ ĕнтĕ çемьесем çумне тепĕр 58 çемье 6 тата ытларах ача ӳстерекен çемьесене пулăшу илме 333 миллион тенкĕ пăхса хăварчĕç».

Республикăра кăçал тĕрлĕ культура çурчĕсене çĕнетме палăртнă. Çĕршыв шайĕнчи проектсене те хатĕрленеççĕ.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Республикăра кăçал 4 музейра районсенче, хуласенче вырнаçнисене ирттерме палăртнă. Федераци бюджетĕнчен укçа уйăрса панă. Республика енчен те çав ĕçе вĕçне тухма укçа уйăрса панă. Алатырьти музейре çĕнĕ экспозици тултарма, унсăр пуçне наци музейĕнче çĕнĕ экспозици, Куславкка районĕнче комплекс, Тăвайра, Канашра вырнаçнă музейсене тĕп ремонт ирттерме укçа уйăрса панă. Кăçал эпир культура институтĕнче креатив индустри шкулне уçмалла. Август уйăхĕнче хамăр патне регионсене чĕнетпĕр. Вĕсен тĕрленĕ карттисемпе фестивале ирттерме те бюджетра пире валли укçа уйăрса панă».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă пĕлтерĕшлĕ финанс документне малалла республикăри парламентарисен черетлĕ сессире тишкермелле. Вăл пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет.

Читайте на 123ru.net