Новости по-русски

Çӳллĕ шайра уявласшăн

Çӳллĕ шайра уявласшăн

Çĕнĕ çырулăх никĕслевçи Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче анлă уявлама палăртаççĕ. Ун пирки эпир Чăваш Республикин культура министрĕнчен Светлана Каликовăран ыйтса пĕлтĕмĕр. Чăвашсене çутта кăларнă, халăха çырулăх парнеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне кун çути кăтартнă Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе хушу кăларнă. Ĕç ушкăнне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пырат

Çĕнĕ çырулăх никĕслевçи Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче анлă уявлама палăртаççĕ.

Ун пирки эпир Чăваш Республикин культура министрĕнчен Светлана Каликовăран ыйтса пĕлтĕмĕр. Чăвашсене çутта кăларнă, халăха çырулăх парнеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне кун çути кăтартнă Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе хушу кăларнă. Ĕç ушкăнне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пырать.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Февральте чăваш музыкин фестивальне ирттертĕмĕр. Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ гала-концертра И.Яковлева халалланă. Ăна халалланă тĕрлĕ оперăри арисене пирĕн артистсем сцена çинче итлеме май панă».

Иван Яковлев çуралнă, ака уйăхĕ форум-фестивальпе пуян пулĕ. Шăпах ун чухне Чăваш Енре Раççей шайĕнче йĕркелекен ăслăлăхпа практика конференцийĕ.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Патшалăх Думинче апрельте пирĕн выставка ирттермелле. Культура министерстви пĕрле хатĕрлет. Унсăр пуçне эпир 28 апрельте палăртнă хамăра валли Чăваш драма театрĕпе «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль илсе тухатпăр Мускава. Чăваш Республикинчен тухнă паллă çынсене хамăр юлташсене чĕнсе пĕрле тепĕр хут калаçасшăн Иван Яковлев халалне мĕнле упраса хăварасси çинчен».

Мускаври Пушкин ячĕллĕ театрта çак спектакле кăтартма палăртнă.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Ытти регионсемпе те ĕçлетпĕр. Иван Яковлевăн ячĕ пирĕн Чăваш Республикинче анчах мар, Тутарстанпа та çыхăннă. Ульяновск облаçĕпе те çыхăннă. Çав регионсемпе мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртнă».

Тăван чĕлхене вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй» форум, Пĕтĕм чăваш диктанчĕ, «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивальне тата ытти уява ирттерес тĕллевлĕ. Пĕтĕмпе çак ĕç-пуçа 30 пин ытла çынна явăçтармалла. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн тăван тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ «Яковлев вулавĕсем» тата ытти пуçарусем иртĕç.

Читайте на 123ru.net