Новости по-русски

Шупашкарти юхан шывсене тасатаççĕ

Шăнкăр, шăнкăр шыв юхать. Шыв юхать те чул юлать. Чăваш халăх юррин йĕркисем. Шупашкарти, ун çывăхĕнчи юхан шывсене тасалăхра тытас тĕллевпе муниципалитет шайĕнче программа пурнăçланать. Çырансем хĕрринчи, шыв çывăхĕнчи лару-тăру пурне те тивĕçтермест, ĕçлемелли чылай. Çапах та Чăваш Енĕн тĕп хулин илемĕпе киленме кăмăллакансем валли çĕнĕ кану вырăнĕсем туса парас тĕллевпе хула администрацийĕ тĕрлĕ проектсем пурнăçа кĕртесшĕн.

Шупашкар, Сăкăт, Трусиха, Кăкшăм тата ытти юхан шывсем – пурĕ вĕсем 7 – республикăн тĕп хулинче, ун çывăхĕнче юхса выртаççĕ. Хăва, тирек йывăççисене касаççĕ кунта. Вутă валли юрăхлă мар ĕнтĕ вĕсем. Йывăç вулли шывра нумай вăхăт пулнипе çыхăннă ку. Çыран хĕррисене тирпейлес ыйтăва Шупашкар хула администрацийĕ тимлĕхре тытать. Сăкăт хĕрринче те çăл куçсем халь ирĕклĕн тапаççĕ. «ЭКО» пĕрлешӳ уйăх пуçламăшĕнче кунти тавралăха тасатма пуçланă. Типнĕ, хуçăлнă йывăçсене, туратсене пуçтарнă. Ӳкнĕ 40 йывăçа кăларма тивнĕ вĕсен. Пурне те Шупашкартан Çĕрпӳри полигăна ăсатаççĕ. Шупашкарти юхан шысем 40 çухрăма яхăн тăсăлаççĕ. Вĕсене тирпее кĕртме çăмăлах мар теççĕ хула администрацийĕнче. Чи таса мар, юхăннă тата çынсем йышлă иртсе çӳрекен вырăнсене маларах тирпейлеме тăрăшаççĕ. Вĕсен çӳп-çапа та пуçтарма тивет. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин палăртнă тăрăх, çынсем «Уçă хула» порталти ыйтăма хутшăнса кашни юхан шыв хĕрринче мĕнле кану вырăнĕ тăвасси пирки пĕлтерме пултарать. 

 

Читайте на 123ru.net