Новости по-русски

Каннă хыççăн кайрĕç

Тăван çĕршыва хӳтĕлеме каяççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем каннă хыççăн каялла таврăнаççĕ. Виçĕ автобуспа вĕсем çула тухрĕç. Мĕнле кăмăл-туйăмпа ăсатса яраççĕ салтаксене çывăх çыннисем? Хуравĕ – пирĕн сюжетра.

Чăваш Республикин военкомачĕ патĕнче халăх йышлă. Салтаксене ăсатма тăванĕсем чылай килнĕ. Иккĕмĕш хут сыв пуллашма тата йывăртарах пулнине пĕлтереççĕ çывăх çыннисем.

– Эпĕ хамăн кĕçĕн ывăла ăсататăп паян. Пилĕк уйăх служить тунă хыççăн отпуска килчĕ вăл. Амăшĕ савăнать ĕнтĕ ывăлĕ чипер, сывă, йĕркеллĕ килнĕшĕн, анчах халь ăсатма мана питĕ йывăр. Малтанхинчен те. Эпĕ кашни арçын ачана йĕркеллĕ сывă таврăнма сунатăп. Хамăнне те, паллах.

Кунта килнĕ кашни çын ятарлă çар операцине хутшăнакана сывă таврăнма, хăйне упрама сунать. Мăшăрĕ, ывăлĕ, ашшĕ, тус, çывăх тăван – пурте Тăван çĕршыва хӳтĕлеççĕ, пурте эшкере аркатаççĕ. Ăсатса яракансем салтаксене ыррине кăна сунаççĕ.

– Эпир Шăмăршă тăрăхĕнчен шăмăршă ачине ăсатма килнĕ кунта. Икĕ ачаллă, çур çул пулса килчĕ, канма килчĕ вунă кунлăха. Сывлăх, ăнăçу, телей. Ăнăçу яланах пултăр вĕсен сывлăх та пĕрле. Ăнăçу пулсан вĕçех пулатех, сывлăхĕ те пулать.

– Ывăла кĕтсе илтĕм. 22 çул тултарчĕ. Салтакран килчĕ те илсе кайрĕç. Турă сыхласа çӳретĕр. Эпир мĕнпе пулăшаяпăр. Хăйсене Турă сыхласа пурăнсассăн йĕркеллĕ çаврăнса килчĕр. Пире курма килччĕр тепре. Килсессĕн урăх каймалла ан пултăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лайăх пултăр. Салтаксен кăмăл-туйăм аван. Çывăх тăванĕсемпе курса калаçни вĕсене вăй-хăват хушнă ахăртнех.

– Пурте лайăх кантăмăр. Аттесем, аннесем, тăвансем пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Ăшă самахсемпе пире килтен кăларса ячĕç. Ятарлă çар операцинче кама хӳтĕленине чăваш улăпĕсем аван чухлаççĕ. Вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхенче çывăх тăванĕсен пĕрре те иккĕленӳ çук.

Читайте на 123ru.net