Новости по-русски

Хăрушлăха вăхăтлă сиресси çинчен

Çуркунне çывхарнă май çанталăк ăшăтать. Юхан шывсенчи пăрсем ирĕлсе пыраççĕ. Улатăр хулинче 780 яхăн çурта шыв илме путарать. Хăрушлăха 1790 çын лекме пултарать. Улатăр тăрăхĕнчи Низовка, Борки поселоксем, Чуварлей сала, Ялушево ялĕнчи 13 çуртра пурăнакансен те шыв авăрне лекес хăрушлăх пур. Ейӳ, Çĕпĕр язви тата ытти çивĕч ыйтăва сӳтсе яврĕç паян тунтикунсерен иртекен канашлура. Ăна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сăр юхан шывĕн аялти кĕперне шыв илнĕ. Эрнекунах дачăна çӳрекенсем çула тухайман çак сăлтава пула. Çăлавçăсем талăкĕпех лару-тăрăва сăнаççĕ. Оперативлă ушкăн: унта муниципаллă округ администрацийĕн пайташĕсем, яваплă службăсен ĕçченĕсем инкек-синкеке сирме сыхă тăраççĕ. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сăр 20 сантиметр таран ӳснĕ, пĕтĕмĕшле 560 сантиметр таран çĕкленнĕ. Тепĕр 15 сантиметр хăпарсан лару-тăру çивĕчленет. Чи хăрушши çак юхан шыв 730 сантиметра çитсен пулать теççĕ çăлавçăсем. Республикăри тата мĕнле муниципалитетсене çурхи шыв хăратма пултарать-ха?

АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Патăрьел тата Елчĕк мунициплаитет округĕсенче Пăла шывĕн шайĕ хăпарнă чухне, Кубня шывĕ хапарнă чухне Комсомольски муниципалитет округĕн территорийĕ, Çĕрпӳ муцниципалитет округĕнче Çавал шывĕн шайĕ хăпарнă чухне автомомбиль çулĕн пĕр участокĕ. Шупашкар ГЭСĕнче ейӳ хăрушлăхĕпе кĕрешекен комисси ĕçлет».

Тренировкăсем иртеççĕ, бригадăсем талăкĕпех дежурствăра.

Читайте на 123ru.net