Клиент кунĕ иртрĕ
Тухса çӳремесĕрех, килте ларсах газпа мĕн чухлĕ усă курнине пĕлтерме пулать. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă хушăм пулăшать.
«Газпром межрегион газ Шупашкар» тата «Газпром газораспределение Шупашкар» пĕрлешĕвĕсен халăха йышăнакан центрĕсенче клиент кунĕ иртрĕ. Кăвак çулăм кĕртесси, газ кăмакине тĕрĕслесси, инçет хатĕрсемпе ĕçлесси тата ытти те. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене пай пуçлăхĕсем, специалистсем хуравларĕç.
ЕКАТЕРИНА СТЕПАНОВА: «Электронлă черет питĕ лайăх. Килетĕн, талон илетĕн те черетпе. Çапăçусем çук малтанхипе танлаштарсассăн. Газпромпа килĕшет усă курма. Мĕнле ыйтупа килетĕн – ялан пулăшаççĕ, хатĕр пулăшма».
«Халăхшăн ĕçлетпĕр», – палăртаççĕ «Газпром межрегион газ Шупашкар» тата «Газпром газораспределение Шупашкар» пĕрлешĕвĕсен ĕçченĕсем. Вĕсене меллеĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Ятарлă хушăмри уйрăм пӳлĕм питĕ меллĕ. Кăтарту пама та, мĕн чуль укçа тӳлемеллине те «Манăн газ» хушăмпа курма пулать. Унта кĕрсе пĕтĕм ĕç-пуçа сăнама пулать. «Манăн газ» хушăмпа хушма укçа илмеççĕ. Ку нухрата перекетлеме май парать. Кунĕпе ятарлă хушăма 800 çын уçласа илнĕ. Уйрăм пӳлĕм уçнă. Вĕсене парнесемпе те чысларĕç. Специалистсем виçĕ пин çурăна яхăн сĕнӳпе пулăшнă, тăвата пин ытла буклет валеçнĕ. Пĕрлешӳре халăхпа ĕçлемелли çĕнĕ мелсене те усă кураççĕ. Газпа усă курнăшăн вăхăтра тӳлекенсем тата кăтартусене палăртнă тапхăрта паракансем парнеллĕ пулма пултараççĕ. Çакна шăпах ятарлă хушăмпа усă курса тумалла. Вĕсем хушшинче парне выляттарĕç. Тĕплĕнрех пĕрлешӳ сайтĕнче.