Новости по-русски

Çивĕчрех ĕçлемелле

Çул-йĕр ыйтăвĕ халăха яланхиллех канăç памасть. Уйрăмах, хĕллехи-çурхи тапхăрта подряд пĕрлешĕвĕсем хăйсен тивĕçне çителĕклĕн пурнăçламанни куç кĕрет. Кун пирки республика çыннисем пĕлтерсех тăраççĕ. Муниципалитет ертӳçисен подряд пĕрлешĕвĕсен ĕçне тимлес енĕпе çивĕчрех ĕçлемеллине палăртрĕ Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсен ыйтăвĕпе йĕркеленĕ канашлура.

Уйрăмах Шăмăршă, Елчĕк, Çĕрпӳ тата Йĕпреç муниципалитет тăрăхĕнче лару-тăру йывăр пулнă. Кун пирки лаборатори тĕрĕслевĕсем хыççăн Чăваш Республикин автомобильлĕ çулĕсен управленийĕ пĕлтернĕ. Вăл çавăн пекех кăçал хĕллехи çулсене пăхса тăрас енĕпе мониторинг йĕркелеме 4 пилотлă муниципалитет суйласа илнĕ. Подряд пĕрлешĕвĕсен чи анлă сарăлнă йăнăшĕсен шутĕнче çулсене вăхăтра тасатманни, пăрлак вырăн нумай пулни тата шутарасран ятарлă хатĕрсене сахал сапни.

ВАЛЕРИЙ РУБЦОВ: "Кун пек совещанинче эпир, чăнах та, пĕрремĕш хут. Эпир питĕ савăнтăмăр пире çавăн пек чĕннĕшĕн. Малашне те пĕр пĕрне ăнланса тачă çыхăнса ĕçлемелле пултăр пирĕн".

 Канашлура муниципалитет тăрăхĕсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне хăйсем тĕллĕн туянса пӑхӑнса тӑракан организацисем патне вăхăтлă çитермелли, ҫакӑ усӑ куракан материалсен пахалӑхне пысӑк шайра упраса хăварма пулăшни çинчен каларĕ министр. Çурхи тапхăрта çулсем çинчи шăтăк-путăксене юсас енĕпе ĕçсем пыраççĕ. "Хальлĕхе çанталăк палăртнине кирлĕ пек пурнăçлама май памасть, çапах та ку вăхăта сая ямаллине пĕлтермест", – палăртрĕ Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов. Юр хăвăрт ирĕлнине пула тасатман ҫул айккисенче шыв нумай пухӑнать, çакă ҫул-йӗре аркатасси патне илсе ҫитерет. Ҫул ҫинче шыв пухăнса ан тăтăр тесен шыв пӑрӑхӗсене шăнса ларасран тата ҫӳп-ҫапран тасатмаллине аса илтерчĕç ларура. Унсăрăн инкексен шучĕ ӳсме пултарать.

ВЛАДИМИР РОМАНОВ: "Паян çул çинче ĕçлекен владелецсене пăхăнтартăмăр ĕнтĕ. Вĕсен тата яваплăрах пулмалла, мĕншĕн тесен çул çинче инкексем питĕ нумай".

 Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалӑхӗн министерстви малашне те подряд пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне тимлĕхре тытасси, айăплисене явап тыттарасси пирки калаçрĕç канашлура.

Читайте на сайте