Çивĕч ыйту çуратнă объект кăлтăксăр ĕçлет-и?
Шупашкар тăрăхĕнчи Ишлей салинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Ункă» комплекс иртнĕ çул халăха чылай калаçтарчĕ. Çивĕч ыйтуллă объект кăçал кăрлач уйăхĕнче хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнăччĕ. Хальхи вăхăтра спорт керменĕ халăха йышăнать-и? Вăл кунсеренех ĕçлет-и? Çакна тĕрĕслеме Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ общество канашĕпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕрĕслеве тухрĕ.
Пысăк та çутă спорт çурчĕ куçа аякранах илĕртет. Кĕске вăхăтрах вăл ваттине-вĕттине пĕрлештерекен лапам пулса тăнă. Çынсем кунта сывлăха çирĕплетме те, ăмăртусене хутшăнма та, спортсменсене хавхалантарма та килсех тăраççĕ. Михаил Савельев, сăмахран, хăйĕн кашни куннех спорткомплексра ирттерме тăрăшать. Çак вырăн уншăн иккĕмĕш кил евĕрех тейĕн.
МИХАИЛ САВЕЛЬЕВ: «Мана питĕ килĕшет. Эпĕ тахçанах кĕтнĕ çак спорткомплекса тăвассине, питĕ кĕтнĕ эпĕ ăна. Эпĕ кураймастăп пуль тенĕччĕ. Халь 73 çула çитнĕ, куртăм çавах. Эпĕ бассейна яланах килетĕп, фитнес-зала çӳретĕп, хĕлле-кăнтăрла ĕнтĕ йĕлтĕрпе çӳретĕп, çулла велосипедпа чупатăп».
«Кĕтекен – телейлĕ» теççĕ. Ишлей салинче пурнăкансем хăйсен телейне кĕтсе илнĕ ĕнтĕ. Физкультурăпа спорт керменĕ вĕсен чи юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă.
РАИСА СТЕПАНОВА: «Хаваспа çӳретпĕр çакăнта, хама эпĕ халь 17-ри пек туятăп. Пĕтĕм хуйхă-суйхă, пĕтĕм ывăнни манăн çакăнта иртсе каять. Эпĕ савăнатăп, эпĕ çеç мар, пĕтĕм Ишлей ял тăрăхĕнче вырнаçнă 14 ял çыннисем çакăнта пуçтарăнаççĕ кашни кун тенĕ пекех».
Спорткомплекс пĕлӳ çурчĕ çывăхĕнче вырнаçни ачасемпе вĕрентекенсене пысăк çăмăллăх кӳрет. Кунта физкультура урокĕсене те ирттереççĕ. Нумаях пулмасть, учреждени çамрăк спортсменсене вĕрентмелли лицензие тивĕçнĕ. Çавăнпа çитĕнекен ăру валли кунта футбол, волейбол тата ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе секцисем йĕркеленĕ. Спорт керменĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ общество канашĕн пайташĕсем кăмăллă пулчĕç. Объект йĕркепе килĕшӳллĕн ĕçлет, хăрушсăрлăх ыйтăвне те тивĕçтерет, сусăрсене те йышăнма пултарать. Малашлăхра çак вырăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыракан çынсен йышне ӳстерме пулăшĕ.