Новости по-русски

Çурта юсаççĕ

Шупашкарти Энгельс урамĕнчи нумай хваттерлĕ 5-мĕш çурта юсама пуçланă. Хула администрацийĕ управляющи компанине кирпĕчсене улăштарма ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ. Аса илтеретпĕр, çурт тăрринчи кирпĕчсем иртнĕ эрнерех ишĕлме пуçланă.

Çурта 1966 çулта çĕкленĕ. Çак кунсенче экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулмалла. Унпа килĕшӳллĕн тăрăна палăртнинчен маларах юсама пуçлама май пур. Çынсем хальлĕхе хăйсен хваттерсенчех пурăнаççĕ. Юсав ĕçĕсем пуçлансан вĕсене вăхăтлăх пурăнмалли вырăна куçармалла пулĕ. Республикăри çурт-йĕр инспекцийĕ, хула администрацийĕ лару-тăрăва тимлесех тăраççĕ.

АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Кунта ремонт тунă пулнă. Ăна тĕрĕс мар тунă пулнă. Эпир экспретиза илтĕмĕр – унта çав кровлине тĕрĕс мар тунă тесе санитари правилăсем те тĕрĕс мар тунă. Унта шыв юхмалли вырăнĕсене туса хăварман. Утеплителĕн хутаççине кăларса хăварман. Шалта крыша ăшĕнче пăр пухăнать – стена йĕпенет. Унсăр пуçне çумăр çунипе юр ирĕлнипе шăнса ларнипе урам енчен йĕпентсе пырать кипичный кладкине».

Тĕп юсав ĕçĕсене 2029 çулта пурнăçлама палăртнă пулнă. Çапах та лару-тăру çивĕч. Кĕтме май çук. Çавăнпа та нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен пĕрле пухăнса кăçал çурт виттине çĕнетме ыйтмалла. Кирпĕч стенана вара «Город» управляющи компанийĕн хăйĕн улăштарма тивет. Çак ĕçсене кăçал пурнăçлама 150 000 тенкĕ кирлĕ пулать.

Читайте на сайте