Новости по-русски

Ваньăна кӳрентерме паман

Республикăри Прокуратура тăрăшнипе пĕлтĕр 80 ытла сусăр ачана саккунпа килĕшӳллĕн тивĕçнĕ çăмăллăхпа туллин усă курма пулăшнă. Сывлăх енчен хавшанă çул çитмен каччăсемпе хĕрсен тӳлевсĕр эмел, реабилитаци иртмелли техника илме май пур. Малалла – тĕплĕнрех.

 Сывлăх енчен хавшанă çул çитмен ачасен прависене тепĕр чухне Прокуратура ĕçченĕсене явăçтарса çеç хӳтĕлеме пулать. Акă тĕслĕхрен 10 çулхи Ваньăна кирлĕ эмелпе тивĕçтермен. Наталия Карсакован тепĕр ачи те пур – Василиса. Мăшăрĕпе иккĕшĕ темиçе çул йывăр генетика чирĕпе кĕрешеççĕ. Луи Бар синдромне парăнтарма пĕр май ют çĕр шывра кăларнă «Иммуноглобулин» препарат кирлĕ. Халĕ эрнесерен илсе тăраççĕ вĕсем ăна. Василисăн ĕне сĕтне ĕçме юраманнипе ятарлă апатлану йĕркине пăхăнмалла. Кирлĕ эмеле Карсаковсен çемйине малтан кăшăл чир тĕнчере алхаснипе, кайран ятарлă çар операцине пула кĕртнĕ санкцисене пула паман. Çамрăк çемье ăна алран шыраса çӳренĕ.

АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Республика Прокуратурине Наталья Олеговна унăн ачисен прависене пăснă тесе çăхав çырнă. Ун хыççăн эпĕ тĕрĕслев çырнă. Çак вăхăтра, чăнах та, ачасен прави палăрчĕ, çавăнпа та эпир представлени тăратрăмăр, унăн хыççăн ачасене кирлĕ эмелпе тата спиплĕ апатпа тивĕçтернĕ».

Прокуратура çак ĕçе шута илсенех лару-тăру улшăннă. Ваньăпа Василиса кирлĕ эмел илме пуçланă. Ятарлă центра тавра курăма аталантарма çӳреççĕ. Унта тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, хăнăхтарусем пурнăçлаççĕ. Чăваш Республикин Прокуратури палăртнă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа сусăр ачасене реабилитаци иртмелли хатĕрсемпе туллин тивĕçтерменни паллă. Ку енпе пенси тата социаллă страхлав фондне тĕрĕслеме палăртнă. 

Читайте на сайте