Новости по-русски

Ачасене çĕнĕ автобуссемпе турттарĕç

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çĕнĕ «тимĕр утлă» пулчĕç. 29 автобуса тĕрлĕ тăрăхри шкулсене валеçсе пачĕç. Çывăх вăхăтра вĕсем ачасене турттарма пуçлĕç.

Чăваш Енре 363 автобус кашни кун çула тухать. Пĕлӳ çуртне тимĕр утсем вун виçĕ пин çурă ытла вĕренекене турттараççĕ. Шкул автобусĕсене республикăра çĕнетсех тăраççĕ.

ЮРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Шкулта 150 ача вĕренет. Автобусĕсем иккĕ. Ку таранчен пазиксем пулнă. Халĕ ĕнтĕ Газель илме ĕмĕтленетпĕр. Чăнах та, ачасене турттарасси питĕ кирлĕ ĕç. Аякри ялсенчен турттаратпăр. Вун виçĕ ялтан ачисем шкула пухăнаççĕ. Автобусĕсем кивелсе пынипе улăштарма вăхăт çитнĕ».

АЛЕКСАНДР КОРНИЛОВ: «Манăн ку тăваттăмĕш автобус та пулчĕ-ха. Ку лайăхрах, паллах. Малтанхисене танлаштарсан». Автобусра 17 вырăн. Инçе çула тухма меллĕ ку «тимĕр утпа».

«Республикăра иртекен тĕрлĕ ĕç-пуçа хутшăнма ансатрах пулĕ», – пĕлтереççĕ вĕренӳ ĕçченĕсем. Вĕр çĕнĕ автобуспа ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăллă.

ЛАРИСА ВАСИЛЬЕВА: « Ачасем ку хыпара илтсен питĕ савăнчĕç. Малтанхи автобус вунпĕр çул чупнă. Халĕ ку ачасемшĕн питĕ савăнăçлă хыпар. Халĕ эпир тата час-часах хулана мероприятисене хутшăнма килме пултаратпăр».

ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Пирĕншĕн паян питĕ пысăк савăнăç. Çĕнĕ çул умĕн кăна виçĕ çĕнĕ автобус илнĕччĕ. Паян тата тепĕр икĕ автобус. Тавтапуç калас килет ман пирĕн патшалăха çавăн пекех яланах пулăшса пынăшăн, хамăрăн шкул ачисене çĕнĕ автобуссемпе илсе çӳреме май туса панăшăн».

 Çулталăк вĕçлениччен республика хыснинчен тата виçĕ автобус туянăпăр пĕлтерчĕ Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Виçĕ çулта шкулсене 147 автобуспа тивĕçтернĕ. Ку ĕç малалла пырать. 

Читайте на сайте