Новости по-русски

Ейӳ вăхăтĕнче асăрхануллă пулмалла

Çак кунсенче Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче 10 çын шыва лексе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Чăваш Енре синкерлĕ тĕслĕхсене шута илмен, çапах та çăлавçăсем сыхă тăраççĕ. Пулă тытма çӳреме юратакансене, ачасене çурхи каникулта питĕ асăрхануллă пулма тепĕр хут аса илтереççĕ.

Çуркунне кăçал палăртнинчен 2 эрне маларах çитрĕ. Юрсем ирĕлеççĕ. Юхан шывсенчи, кӳлĕсенчи пăр хулăнăшĕ 30 сантиметртан та çӳхерех.

ГЕРМАН МАЙКОВ: «Çуркуннехи пăр вăл питĕ кăпăшка, çирĕплĕхĕ çук. Паян пăр çине тухма юрамасть теме май пур. Пирĕн хĕллехи пулăçсем çуркуннехи тапхăрта пăр çине тухма чарăнмаççĕ. Паянхи ир Çĕнĕ Шупашкар çумĕнче Атăл çинче çыран хĕррипе 80 çын патне шутласа çитертĕмĕр».

Çурхи каникул вăхăтĕнче ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне уйрăмах асăрхануллă пулма хушаççĕ çăлавçăсем. Пĕлтĕр Чăваш Енре Муркаш тăрăхĕнче 9 çулхи ача çурхи шыв авăрне лексе куçне ĕмĕрлĕхе хупнă синкерлĕ тĕслĕх халĕ те пурин асĕнче те.

ГЕРМАН МАЙКОВ: «Атăл юхан шыв пирĕн Шупашкар ГЭСран каялла илсессĕн Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Атăл уçăлчĕ. Куславкка еннелле пĕр вырăнтах тăрать, анчах та пăр çинче шыв тухса вырăнтах тăрать. Анчах та пăр çинче шыв тухса вырăн-вырăн уçă лаптăксем пур. Атăл ГЭСĕн çӳлелле кайсан Шупашкар, Муркашри Ильинка, Шокмиково пăр тăрать. Шыв питĕ нумай. Сăр юхан шывĕ пирки каласассăн Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле хули патне çитичченех пăр кайма пуçласа».

Кунсерен Сăр шывĕ 20 сантиметр ӳссе, чакса выляса тăрать. Çăлавçăсен ушкăнĕ – 60 çын – ятарлă техникăпа сыхă тăрать. Инкеке лекнисен пулăшу илме «01» стационарлă телефонпа, 101, 112 номерпе шăнкăравламалла.

 

Читайте на 123ru.net