Новости по-русски

Шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлать?

Шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлать?

«Садовый» микрорайонти шкула хăçан уçăласси нумай çынна пăшăрхантарать. Объектри ĕçсене тĕрĕслес тĕллевпе çак кунсенче унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тата ытти тӳре-шара пулчĕç. Строительство 2020-мӗш ҫултах пуҫланнӑ. Анчах та ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Пӗрремӗш подрядчикпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. Кӗҫех строительство материалӗсем хакланса кайнӑ, объект хакӗ те пӗтӗмӗшле ӳснӗ. Ку яхăнччен пулас шкулшӑн Мари Республикинчи пӗрлешӳ яваплăччĕ. – Шел пу

<p>&laquo;Садовый&raquo; микрорайонти шкула хă&ccedil;ан у&ccedil;ăласси нумай &ccedil;ынна пăшăрхантарать. Объектри ĕ&ccedil;сене тĕрĕслес тĕллевпе &ccedil;ак кунсенче унта республика Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев, Шупашкар хула администрацийĕн пу&ccedil;лăхĕ Денис Спирин тата ытти тӳре-шара пулчĕ&ccedil;.</p>

<p>Строительство 2020-мӗш ҫултах пуҫланнӑ. Анчах та ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Пӗрремӗш подрядчикпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. Кӗҫех строительство материалӗсем хакланса кайнӑ, объект хакӗ те пӗтӗмӗшле ӳснӗ. Ку яхăнччен пулас шкулшӑн Мари Республикинчи пӗрлешӳ яваплăччĕ.</p>

<p>&ndash; Шел пулин те, &ccedil;ак шкулта йывăр самант та &ccedil;итрĕ. &Ccedil;авăнпа та эпир шкула тухса строительствăпа монтаж ĕ&ccedil;ĕсене тĕпчесе &ccedil;ак ĕ&ccedil;сене малалла туса пыма мĕнле материалсем пăхса тĕплĕн сӳтсе яврăмăр. Ларура &ccedil;ак ĕ&ccedil;е пурте хутшăнчĕ&ccedil;. Хальлӗхе объект 80 процента яхӑн хатӗр. Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш корпуссенче ӗҫсем вӗҫленнӗпе пӗрех. Кăшăл чире пула, санкцисем чăрмав кӳнипе палăртнă вăхăтран вăраха тăсăлнă строительство ĕ&ccedil;ĕсем. Пĕлӳ &ccedil;урчĕн тăрринчен шыв лекет, кӳленчĕксене урайĕнче те курма пулать. Ăшă янă, стенасем типсе, пӳлĕмсем хăтлăнса пыра&ccedil;&ccedil;ĕ. Тĕп чăрмав ук&ccedil;а-тенкĕпе &ccedil;ыхăннă. Никама пăхăнман экспертиза пулăшăвĕпе усă курса подрядчикпа хула администрацийĕ хушшинчи &ccedil;ивĕч ыйтава татса парасса шанать республика Пу&ccedil;лăхĕ. Подрядчикпа питĕ &ccedil;ивĕч кала&ccedil;у пулчĕ. &ndash; Генеральный подрядчикпа тата субподрядчиксем 30 яхăн. Теми&ccedil;е кун хушшинче &ccedil;ывăх вăхăтра &ccedil;ак йывăрлăхсене мĕнле сирсе ярса &ccedil;ак ĕ&ccedil;сене туса ярасси пирки &ccedil;ирĕплетсе хума палăртрăмăр. Тĕп тĕллев &ndash; авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче &ccedil;акăнта ачасем вĕренме пу&ccedil;ламалла. &laquo;Садовый&raquo; микрорайонта авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче у&ccedil;ăлма хатĕрленекен шкул Чăваш Енре чи пысăкки шутланать. &Ccedil;ĕнĕ вĕренӳ &ccedil;улĕнче 1650 ача парта хушшине ларма пултарĕ.</p>

Читайте на 123ru.net