Новости по-русски

Часах ака пуçланать

Часах ака пуçланать

Çурхи ака-суха ирттерме Чăваш Енре вăрлăх çителĕклĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен калăпăшĕ 50 000 тоннăпа танлашать. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Кăçал республикăра акмалли лаптăк 550 000 гектарпа танлашать. Вĕсен йышĕнче çурри ытла тĕш тырăсем йышăнаççĕ. Ака-суха ĕçĕсене 310 пин гектар лаптăк çинче ирттермелле. Çурхи ака-сухана çĕр ĕçченĕ хатĕрленет – тимĕр утсен 98 проценчĕ паянах уйа тухаять, им-çамсен 64 процентне туяннă, çунакан тата сĕрмел

<p>&Ccedil;урхи ака-суха ирттерме Чăваш Енре вăрлăх &ccedil;ителĕклĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăр&ccedil;а йышши культурăсен калăпăшĕ 50 000 тоннăпа танлашать. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕ&ccedil;.</p>

<p>Кă&ccedil;ал республикăра акмалли лаптăк 550 000 гектарпа танлашать. Вĕсен йышĕнче &ccedil;урри ытла тĕш тырăсем йышăна&ccedil;&ccedil;ĕ. Ака-суха ĕ&ccedil;ĕсене 310 пин гектар лаптăк &ccedil;инче ирттермелле. &Ccedil;урхи ака-сухана &ccedil;ĕр ĕ&ccedil;ченĕ хатĕрленет &ndash; тимĕр утсен 98 проценчĕ паянах уйа тухаять, им-&ccedil;амсен 64 процентне туяннă, &ccedil;унакан тата сĕрмелли материалсен 50 процент ытла илнĕ. Кондицие ларакансен вăрлăх тӳпи кă&ccedil;ал 93 процент. Иртнĕ &ccedil;улта &ccedil;ак кăтарту 87 процент пулнă. Патăрьел, Канаш, Красноармейски, &Ccedil;ĕрпӳ, &Ccedil;ĕмĕрле, Етĕрнĕ тăрăхĕсенче тырă пахалăхĕ 100 процента &ccedil;итет. Юхăннă &ccedil;ĕрсене пусă &ccedil;аврăнăшне кĕртес ĕ&ccedil; те малалла пырать. Вĕсен лаптăкĕ 27 000 ытла гектар. Вунă пин гектарне кă&ccedil;ал тирпейлеме палăртнă. Ял ху&ccedil;алăхне патшалăх пулăшăвĕ ӳссех пырать. Кă&ccedil;ал тĕрев 6 миллиарда яхăн. &Ccedil;анталăк ирĕк парсан ака-сухана 14-15 кунта ирттерме май пулĕ. Промышленность та тимлĕхре. Предприятисем лизинг мелĕпе оборудовани туянсан пĕрремĕш пайне тӳленине патшалăх саплаштарать. Ăна валли кă&ccedil;ал 77 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 35 миллионне республика хыснинчен уйăрĕ&ccedil;. &Ccedil;ĕнĕ Шупашкарти ятарлă экономика лапамĕ 542 гектар йышăнать. Хальлĕхе унта пилĕк пĕрлешӳ ĕ&ccedil;леме заявка панă. Вĕсем хулана 13 миллиард тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнă&ccedil;лама, сахалтан пĕр пин &ccedil;ĕнĕ ĕ&ccedil; вырăне йĕркелеме палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. Ятарлă экономика лапамне кĕрес текенсен бизнес-планĕсене экспертсен канашĕ тишкерĕ.</p>

Читайте на 123ru.net